Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.02.14 Сăмахăм Акатуй çинчен («Вести (Хыпар)», Георгий МАТВЕЕВ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

«Хыпар» хаçатра Надежда Смирновăн «Акатуй, Акатуй! Тата пире - тепĕр туй...» статйипе /2011 çул, кăрлачăн 19-мĕшĕ/ паллашнă хыççăн çакăн пек шухăшсем çуралчĕç. Чи малтанах, эпĕ статьяна ырласа йышăннине пĕлтересшĕн. Автор хускатнă ыйтусем, çав шутра Акатуя патшалăх шайĕнче ирттересси те, питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Паллă ĕнтĕ, ĕлĕкхи йăла-йĕрке шăпи тĕнчипех пĕр евĕрлĕ: вĕсем манăçа тухса пыраççĕ, улшăнаççĕ, урăхланаççĕ. Çав вăхăтрах тепĕр юхăм та куç кĕретех: вĕсене май килнĕ таран сыхласа хăварасшăн, хальхи пурнăç таппипе çыхăнтарасшăн, çĕнетесшĕн. Пĕтĕмпех ĕлĕкхи евĕр тума пулмасть, çакăн тĕп сăлтавĕ - этемлĕх хăйĕн пурнăç тытăмне тĕпĕ-йĕрĕпех улăштарнинче. Анчах пур халăх та ырă йăла-йĕрке сыхласа хăварма тăрăшать.

Акатуйсен программине ĕлĕкхи йăла-йĕрке е вĕсен никĕсĕ çинче çĕнетнĕ вариантсем илем, пархатар кÿреççĕ. Манăн шухăшăмпа, «Хыпарта» Акатуйсен вырăнти капăрлăхне, уйрăмлăхĕсене çырса кăтартма чĕнсе каламалла, редакцие килекен çырусене /статьясене/ хаçатра пичетлемелле. Конкурс ирттерсен те аванччĕ: хăш ялта, районта Акатуй варианчĕ пуянрах, илемлĕрех? Мана, сăмахран, Тюмень облаçĕнче иртекенни питĕ кăмăла каять, унти чăвашсем валли тухса тăракан «Тăван» хаçатра çакăн çинчен тĕплĕ çырса кăтартаççĕ.

Акатуй çинчен уйрăм кĕнеке те хатĕрлесчĕ. Унта тĕрлĕ вырăнти, тĕрлĕ вăхăтри Акатуйсене çутатмалла. Культура министерстви те пулăшмалла. 1935 çулта «Акатуй» ятпа тухнă кĕнеке пур-ха пирĕн, унăн авторĕ - К.В.Элле. Анчах та вăл пире тивĕçтереймест, унта авторăн кивĕ йăласене сивлесе Хĕрлĕ Акатуя ырласа çырма тивнĕ. Уншăн Эллене хурлама кирлĕ мар, вăхăчĕ çапла пулнă. Акатуй çинчен материал хатĕрлесе çитерсен ытти йăла-йĕркепе ĕçлеме тытăнмалла. Ун хыççăн пур материала та пĕтĕмлетсе «Чăвашсен уявĕсемпе мешехисем» сумлă кĕнеке кăларасчĕ.

Н.Смирнова çырса кăтартнă Акатуй йăли-йĕрки - асăннă уявăн пĕр варианчĕ. Кун евĕрлĕреххине, калăпăр, Тăхăрьял таврашĕнче ирттернĕ.

Эпĕ вулакансене Куславкка районĕнчи Кармăш, Шăнчас ялĕсен варианчĕпе паллаштарасшăн.

Григорий Тимофеев çырнă тăрăх Тăхăрьял тăрăхĕнче Акатуйра тупăшакансене памалли парнесене пурне те пĕр шерте тăррине йĕркерен çыхнă. Калăпăр, камăн лаши чи малтан çитнĕ - хуçине шерте çине чи çÿле çыхнă тутăр-сурпана салтса панă.

Куславкка районĕнчи Шăнчасра шертене кашта теççĕ. Ăна арçынсем вăрмантан касса килеççĕ, вĕсене Алик Судаков ертсе каять. Ĕлĕк кашталăх йывăç касма çамрăксем çÿренĕ. Икĕ каштана сыпса 30м тăршшĕ вăрăм кашта тăваççĕ. Тăррине туратсенчен ялав евĕр /ромб хурăм/ 1, 5х2 м каркас туса хураççĕ, çавăнта тĕрленĕ ал шăллисемпе тутăрсем çакаççĕ. Вĕсене ял тăрăх пуçтарса çÿреççĕ. Ялĕпе тĕрленĕ 50-60 тутăрпа ал шăлли пухăнать. Пурне те кашта тăррине çакса тухаççĕ, чи çÿлте Акатуй ялавĕ - Чăваш Республикин ялавĕ вĕлкĕшет.

Кашта касма каякансене ял çыннисем курмалла мар. Ку - авалхи йăла. Ĕлĕкрех ăна илме ир-ирех, тул çутăличченех кайнă, халĕ каç пулсан сĕтĕрсе килеççĕ, ирпе 4 сехет тĕлнелле каштана çĕр чавса тăратса лартаççĕ. Çакăн çинчен Шăнчас клубĕн ертÿçи Валентина Судакова тата Маслă ялĕн хастарĕ Елена Иванова каласа кăтартнăччĕ. Вăйă каччисене Николай Давыдов, «Урхамах» ансамбль пуçлăхĕ, ертсе пырать.

Вăйă-ташă вырăнне симĕс туратсемпе илемлетеççĕ, ваттисене ларма саксем илсе килеççĕ. Сапантуй-акатуй-вăйă Маслă, Кармăш, Элменкасси ялĕсемпе пĕрле иртет. Малтан Кармăш ялĕнчи /тутар ялĕ/ улăхра Кармăш ял тăрăхне кĕрекен ялсен Сапантуйĕ-Акатуйĕ иртет. Официаллă çынсем пуçтарăннă халăха уявпа саламланă хыççăн ака-сухара тата çулталăк конкурсĕсенче /чи лайăх кил-çурт тата ытти те/ çĕнтернисене, ача çуратнă çемьесене парнесем параççĕ. Ун хыççăн тĕрлĕ тупăшу иртет: лашапа ăмăртасси, михĕ тăхăнса сикесси, «качака» çинче кĕрешесси, кашăк çине çăмарта хурса, кĕвентепе тулли витре шывпа чупасси... Çĕнтерÿçĕсене така, телевизор, ал шăллисем, тутăрсем параççĕ. Ăмăртусем хыççăн фольклор ушкăнĕсен концерчĕ иртет.

Каç енне уяв Шăнчаса куçать, масар патĕнчи çерем çинче вăйă пуçланать. Чăвашсем - чăваш кĕввипе, тутарсем хăйсеннипе ăмăртмалла ташлаççĕ. Кашнин - хăйĕн вăйă карти. Вăл вĕçленес умĕн каччăсем каштана антарса тутăр-ал шăллисене халăха кăтартса çÿреççĕ. Чи малтан чăваш ялавĕпе карталанса вăйă кăшăлĕ тавра хĕвеле май 3 хут çаврăнса ташлаççĕ. Хуçисем /хĕрсем, хĕрарăмсем/ ташласа тухса хăйсен тутăр-ал шăллисене пырса илеççĕ. Кунта ал шăллисем, вĕсем парнесем пулсан та, уяв палли вырăнĕнче. Вĕсене тепĕр çул валли упраччăр тесе хуçисене тавăрса параççĕ.

Çакăн евĕрлĕ Акатуй-Сапантуй-Вăйă варианта, ман шухăшпа, Акатуйсен программине кĕртме сĕнме пулать.

 

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика