Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.01.24 Туслăх пытăр ĕмĕре ("Хыпар", Н. Георгиева)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан делегаци кăрлачăн 19-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа Ульяновск хулинче пулнине, облаçе йĕркеленĕренпе 68 çул çитнине халалланă савăнăçлă пухăва хутшăннине хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

“Эпир Иван Яковлевăн ĕçне малалла тăсатпăр. Вăл Атăлçи халăхĕсенчен чылайăшĕшĕн ăслă вĕрентÿçĕ пулнă. Çав халăхсем пĕр-пĕ­­ринпе килĕштерсе пурăннă. Шанатăп: Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне пĕрлехи вăйпа çÿллĕ шайра ирттерĕпĕр”, - тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев облаç кĕпĕрнаттăрне Сергей Морозова асăнмалăх парнесем панă май.

- Нумай нацилĕх тата тĕрлĕ конфессилĕх регион имиджĕн уйрăлми пайĕ тата унăн аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ вăйĕ пулса тăраççĕ. Кăçал эпир “Акатуй” наци уявне çĕр-шывăн пĕр кĕтесĕнчен тата ун тулашĕнчен хăнасем килсе çитессе кĕтетпĕр. Çакă Раççейпе танах, тĕнче шайĕнчи культура пулăмĕ, халăхсен туслăхне çирĕплетекен çĕнĕ утăм пулĕ. Михаил Игнатьев Президент ертсе пыракан делегаци паян ахальтен мар кунта, - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Сергей Морозов. - Палăртса хăварма кăмăллă: Ульяновск “НПППри культурăн тĕп хулисем” проекта Раççей ячĕпе хутшăнма ирĕк илнĕ.

Унтан Ульяновск облаçĕн Правительствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикин Культура кунĕсене тата Пĕтĕм чăвашсен Ульяновск облаçĕнчи “Акатуй” наци уявне йĕркелесе ирттерес енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси пирки калакан килĕшĕве алă пуснă.

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика