Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.01.20 Чĕмпĕр татах та çывăхланчĕ ("Хыпар", К.ПЕТРОВ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

Чăваш Республикин Михаил Игнатьев Президент ертсе кайнă делегацийĕ ĕнер официаллă визитпа Ульяновск облаçĕнче пулнă.

Делегаци Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн Иван Яковлевăн палăкĕ патне чечексем хунă. Унтан «Эпĕ сирĕн портрета пăхатăп... И.Я.Яковлев - шăпа тата хула» экскурси пулнă. Кăшарни кунĕнче республика пуçлăхĕ Иван Яковлевăн музей комплексĕ çумĕнчи чиркÿре пулнă, Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе паллашнă, унта Ульяновск облаçĕнчи наци-культура автономийĕн президиумĕпе ăшă та кăмăллă тĕл пулу иртнĕ.

«Шкул-музейре Иван Яковлевич Яковлев чунĕ, унăн шухăшлавĕпе сăмахĕн вăйĕ сисĕнет. Паян эпир чăваш наукишĕн, вĕрентĕвĕшĕн тата культуришĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăнта - Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче - пухăнтăмăр. Кунта пĕр хут та пулин пулса куракан кашни çын Тăван çĕр-шывшăн ырă ĕçсем тумашкăн çĕнĕ вăй-хăват илет», - тенĕ Президент. Музей заведующийĕ Нина Литвинова хăнасене халăхăмăрăн Аслă вĕрентекенĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн каласа панă, «Чĕмпĕр гимназийĕнчи пек урок» ирттернĕ. Пухăннисем хăйсене Яковлевăн йĕркене çирĕп пăхăннă шкулĕн вĕренекенĕсем пекех туйса илнĕ.

Кунтах Ульяновск облаçĕнче пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявне ирттерессипе, наци ялне тăвассипе çыхăннă темăсене сÿтсе явнă. Палăртни вырăнлă: облаçра 111 пин чăваш пурăнать. Икĕ регион ĕçтешлĕхĕ çуллен çирĕпленсе пырать. Чăваш культурин уявĕсем, фестивалĕсем, каçĕсем, ытти мероприяти иртеççĕ. Чăваш Ен артисчĕсем, пултарулăх коллективĕсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем çулленех облаçра гастрольте пулаççĕ. «Чăваш Республики - Ульяновск облаçĕ: культурăсен диалогĕ» ятпа йĕркелекен пултарулăх тĕл пулăвĕсен ярăмĕн шайĕ уйрăмах пысăк. Чăваш диаспорин наци-культура аталанăвĕн, регионсен тата халăхсен хушшинчи культура çыхăнăвĕсене çирĕплетессин сферинчи ĕç кал-кал пырать.

«Музейре пĕтĕмпех çапла лайăх та тирпейлĕ упранни савăнтарать. Историсĕр пуласлăх çук. Эпир Яковлев шкулĕ хывса хăварнă никĕсе хаклама, ăна килес ăрусене парса хăварма тивĕç.

/Халăхăн ăс-хакăл пуянлăхне пысăклатса пымалла тесе шухăшлатăп. Çакăнта пирĕн вăй. Ку конфессисемпе этноссен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетме те пулăшать», - тенĕ Президент делегаци членĕсене Ульяновск облаçне кирлĕ чăвашла литература ăсатма хушнă май. М.Игнатьев музей ĕçченĕсене тухăçлă ырми-канми ĕçшĕн тав тунă, «Канаш» хаçат тата чăвашла тухакан «Эткер» телекăларăм ăнăçлă ĕçленине палăртса Чăваш Ен журналисчĕсене И.Я.Яковлев музейĕ çинчен документлă фильм ÿкерме сĕннĕ. Çак материала кайран республикăри шкулсемпе библиотекăсене пама май пултăр. Республика пуçлăхĕ кăçал Чăваш Енре Наци телерадиокомпанийĕ ĕçлеме пуçласси пирки пĕлтернĕ, халĕ çине тăрсах йĕркелÿпе çыхăннă ĕçсене пурнăçлаççĕ.

«Çак тĕл пулу тата Ульяновск облаçĕнче паян иртекен мероприятисем пирĕн кÿршĕллĕ ырă хутшăнусене вăй пама, наци культурине аталантарма тата Раççей нацийĕн историне тарăнрах тĕпчеме пулăшасса шанатăп», - тенĕ М.Игнатьев.

«Эпир сирĕн республикăна хисеплетпĕр. Пирĕн ĕçтешлĕх аталанса пыни, пысăк пĕлтерĕшлĕ нумай ыйтăва пĕрле татса пани кăмăллă», - тенĕ Ульяновск облаçĕн правительствин председателĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Якунин Чĕмпĕр тăрăхĕнче тĕрлĕ наци çыннисем питĕ туслă пурăннине пайăррăн палăртса.

Ĕнерех Чăваш Ен делегацийĕ Ульяновск хулинче облаçа туса хунăранпа 68 çул çитнин уявне халалланă савăнăçлă пухăва хутшăннă. «Эпир Аслă вĕрентекенĕн Иван Яковлевăн ĕçне малалла тăсатпăр. Вăл - Атăл тăрăхĕнче туслă, нумай нациллĕ пĕр çемьери пек пурăннă тата пурăнакан нумай халăхăн ăслă вĕрентÿçи. Иккĕленместĕп: пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявне те эпир чи çÿллĕ шайра ирттерĕпĕр», - саламланă пухăннисене Чăваш Ен Президенчĕ, кĕпĕрнаттăра асăнмалăх парнесем панă.

«Нумай нацилĕх тата мультиконфессилĕх - регион имиджĕн тĕп пайĕсенчен пĕри, унăн аталанăвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ресурсĕ. Çитес çул пирĕн облаç пĕтĕм çĕр-шывран тата унăн тулашĕнчен «Акатуй» наци уявне хăнасене йышăнĕ, вăл пĕтĕм Раççей, тĕнче шайĕнчи çутă та сумлă культура пулăмĕ, халăхсен туслăхне çирĕплетес ĕçри çĕнĕ утăм пулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ паян кунта Чăваш Енĕн Михаил Игнатьев ертсе килнĕ делегацийĕ те пур», - тенĕ уявра тухса калаçнă май Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов. Палăртар: Ульяновск «НПППри культурăн тĕп хулисем» проекта Раççей ячĕпе хутшăнма ирĕк илнĕ.

Юлашкинчен Ульяновск облаçĕн правительствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикин Культура кунĕсене тата Пĕтĕм чăвашсен Ульяновск облаçĕнчи «Акатуй» наци уявне йĕркелесе ирттерес енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. «Эпир культура енĕпе кăна мар, экономика, сывлăх сыхлавĕн, ял хуçалăх сферисенче те пĕрле ĕçлесшĕн. Çамрăксенчен тата аслă ăруран пуçарусем кĕтетпĕр. Çак килĕшÿ Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕн аталанăвне хăйĕн тÿпине хывасса, çавна май çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшасса шанатăп», - тенĕ М.Игнатьев.

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика