Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.01.19 Акатуй, Акатуй! Тата пире - тепĔр туй… ("Хыпар", Н. Смирнова)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

Мĕн çыхăнтарать пире аваллăхпа? Тем те. Эпир пурте - унран. Анчах та çак «вăчăра» çирĕп-и? Шантарса калама иккĕленетĕп. Çĕнĕлле пурăнатпăр тетпĕр-ши? Иртнине аса илни, ăна вилĕмсĕрлетни пуласлăха хывакан çулпа пыниех пулнине шута хумастпăр-çке. Юрри-кĕвви, такмакĕ-юмахĕ, йăли-йĕрки, асамлă тĕрри тата ытти те - хамăра çеç мар, тĕнчене тĕлĕнтерме пултарĕ. Çав пурлăха çухатас марччĕ.

Паянхи сăмахăма несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркипе çыхăнтарасшăн, уйрăмах - Акатуйпа. Хамăртан юлакан ăрусем патне çитерейĕпĕр-ши вĕсене, çитес ĕмĕрсенче пурăнакан чăвашсем пĕлĕç-ши? Ара - халь пурăнакансем те манса пыратпăр мар-и?

Христос тĕнне йышăниччен мăн кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем хăйсен йăлисене тытса пынă, уявĕсене паллă тунă. Вĕсен тĕнче курăмĕпе - çуркуннепе çулла çĕр çинче ырăлăх, çĕр пулăхĕ хуçаланать. Кĕркуннепе хĕлле вара урăхла вăйсем - усалсем - пуçтахланаççĕ иккен. Çавна пула асăннă тапхăрти уявсем шăпах киревсĕр çав чунсенчен, ытти ăпăр-тапăртан тасалассипе çыхăннă. Сурхурине аса илер-ха. Çветкесем килрен киле çÿреççĕ, усалсене хăвалаççĕ, кил-çурта, выльăх-чĕрлĕх тăракан вырăна канлĕх, ырăлăх кÿреççĕ.

Несĕлĕмĕрсем çурхи ĕç пуçланнипе вĕçленнине палăртса ака пăтти, ака чÿкĕ, вăрлăх пăтти, акатуй* утă çулнипе çыхăннисенчен утă чÿкĕ, вырмана халалланисенчен вырма тухни, çурла салтни, çурла çыхни, ана вăй илни, авăн пăтти, авăн сăри, авăн чÿкĕ тата ыт. те ирттернĕ. Вырăс патшалăхне кĕнĕ хыççăн тата çĕннисем - çăварни, çимĕк, кăшарни, раштав, кăчкă праçникĕ, микулăн, труйски, илем, сăпас, питрав, пукрав тата ыт. те - хушăннă.

Акатуй - чăн чăвашсен уявĕсенчен халĕччен упранса юлнă уяв. Çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ăна ял çыннисем çеç мар, район, облаç, республика шайĕпе те уявланă, халĕ те паллă тăваççĕ. Мускавра та темиçе хут кĕрлесе иртрĕç акапа çĕр туйĕсем. Совет влаçĕ вăхăтĕнче вăл хăйĕн тытăмĕпе пачах урăхла, çĕнĕлле пулнă-ха, çапах та малтанхи, çĕр-çĕр çул каяллахи ятне сыхласа хăварнăччĕ. Чăваш наци конгресĕн пуçарăвĕпе Республика кунĕнче пĕлтĕр иккĕмĕш хут Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен тулашĕнчи вун-вун, çĕр-çĕр йăхташ хутшăнчĕ. Тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче самантлăха пирĕн аваллăх чĕрĕлсе тăчĕ.

Паллах, çак уява общество организацийĕн вăйĕпе çеç йĕркелени çителĕксĕр. Ăна чăнласах тивĕçлĕ шайра ирттерес тесен патшалăх пулăшăвĕ кирлех. Аса илтерер: Чĕмпĕрсем ку енĕпе ырă пуçару турĕç. Облаç кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Раççей шайĕнчи Акатуя кăçал хăйсен çĕрĕ çинче йĕркелеме йышăннă. Эпир вара, тĕнчери 1,6 млн чăвашăн тăван çĕрĕ-шывĕ пулса тăракан республикăра пурăнакансем, каллех Чăваш наци конгресĕн хастарĕсен куçĕнчен пăхар-и?

Ăнланатăп-ха: Республика кунĕнче Шупашкарта вун-вун мероприяти иртет - «Раççей çăл куçĕсем», «Туслăх кăшăлĕ» фестивальсем, «Раççей ал ĕç ăстисем» конкурс, ыттисем. Апла пулин те чат пире - чăвашсене - çеç пырса тивекен пĕртен-пĕр уяв вăл - Акатуй. Эпир Республика кунĕнче пур хăнана та - вырăса та, чукчăна та, казаха та, калмăка та, итальяна та, нимĕçе те... - курма яланах хавас. Пуринпе те туслăн, килĕштерсе пурăнасшăн. Вĕсен культурипе паллашма та хирĕç мар. Анчах мĕншĕн-ха вĕсене хамăрăннипе паллаштарас мар? Авă тутарсем хăйсен Сабантуйне ЮНЕСКО таран çĕклесшĕн. Эпир вара мĕн пуррине, лайăххине упрама, унпа мухтанма пĕлместпĕр.

Акатуй ахаль уяв çеç мар - акапа çĕр туйĕ. Несĕлĕмĕрсем ăна мăнкун иртнĕ хыççăнах хатĕрленме пуçланă. Ял хуçалăх хатĕрĕсене юсанă, вăрлăхсене тĕрĕсленĕ. Ака уйăхĕнче, сухана тухас умĕн, сăра вĕретнĕ, çăмарта, ытти апат пĕçерсе хатĕрленĕ. Чи çывăх тăвансене, кÿршĕсене хăнана чĕннĕ. Тулăх тыр-пул, йышлă выльăх-чĕрлĕх, сывлăх ыйтса Турă ячĕпе кĕлĕ вуланă, унтан хатĕрленĕ апат-çимĕçе пĕрле çинĕ. Уяв мĕнле чаплă иртет, тыр-пул тухăçĕ те çапла пуян пулать тенĕ.

Çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн Акатуйăн тата пысăк пĕлтерĕшлĕ, савăнăçлă пайне ирттернĕ. Урам тăрăх юлан утçăсем вĕçтерсе иртнĕ. Вĕсем çĕнтерÿçĕсем валли парнесем пуçтарнă. Çамрăксен аллинчи вăрăм патак çине хĕрсем хăйсен ал ĕçĕсене - тĕрленĕ ал шăллисене, пиçиххисене - çыхса янă. Каччăсем ăмăртусене хутшăнма хатĕрленнĕ.

Уяв ял хĕрринчи улăхра иртнĕ. Тĕрлĕ енлĕ тупăшусене - инçĕшне чупассине, çÿллĕшне сикессине, кĕрешĕве, ухăран перессине тата ыттине те - ачапчаран пуçласа ватăсем таранах хутшăннă.

Кĕрешÿ паттăрне такапа чысланă. Çамрăксем уявра каçченех савăннă, аслисем киле таврăнса хăна пуçтарнă.

Акатуя тĕрлĕ ялта тĕрлĕ вăхăтра ирттернĕ, çавна май çамрăксем унта та, кунта та хутшăнма пултарнă. Ăмăртусенче паттăрсем, улăпсем çĕнтернĕ терĕмĕр. Акатуй пĕлтерĕшĕ çакăнта та - йăх-тымарсене малалла тăсма пултаракан çирĕп, шанчăклă çынсене тупса палăртассинче те - пулнă.

Юлашки вăхăтра ирттерекен Акатуйсенче çĕр ĕçченĕсене чысласси, профессионал артистсен тата вырăнти пултарулăх коллективĕсен концерчĕсене йĕркелесси, суту-илÿ тăвасси йăлана кĕнĕ. Çавна пула наци сĕмне, аваллăх илемне çухатма пуçланă. Тăван халăх культурин, ĕмĕрсен эрешĕсен тымарĕсем ан татăлччăр, чун-хавал мулĕн çÿпçи ан пушантăр тесен пирĕн çав йăла-йĕркене манăçа хăвармалла мар.

Акатуй, Акатуй!

Тата пире - тепĕр туй, -

çапла савăнса юрланă уявра. Çакăн пек туйсен пархатарĕ пысăк. Вĕсем чăваш халăхĕн пурнăçне малалла тăсма, чун-чĕрин илемне, хăй евĕрлĕхне палăртма пулăшаççĕ.

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика