Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.06.02 Чĕмпĕр Акатуя хатĕр! ("Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

Ĕнер Ульяновск облаçĕнче Чăваш Республикин Культура кунĕсем уçăлчĕç. Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕччен вара икĕ кун юлчĕ

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун пулнă май чи малтанах уяв кĕрекине пĕчĕккисене йыхравланă. «Чĕмпĕрти учительсене хатĕрлекен чăваш шкулĕ, И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейре «Эпĕ чăваш халăхĕн ывăлĕ» ятпа ача-пăча Акатуйĕ иртнĕ. Ăна ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин, министр çумĕ Татьяна Казакова, çавăн пекех ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова уçнă.

Çак кунах Ульяновскри Халăх культурин центрĕн филиалĕнче - Халăх пултарулăх музейĕнче - йĕркеленĕ чăваш наци çи-пуçĕ «Халăх кĕмĕл тумпа» курава ЧР культура министрĕ Роза Лизакова тата Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хутшăннă. Унти экспонатсем - Чăваш наци, çавăн пекех Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче упранакан халăх тата ÿнер искусствин паха произведенийĕсем /костюмсем, çи-пуç япалисем, эрешсем/ - чăваш тумтирĕ еплерех аталанса, çĕнелсе пынине, унăн хăйне евĕрлĕхĕпе историне кăтартса параççĕ.

Палăртса хăварар: выставкăн пĕрремĕш пайĕнче - XVIII-XX ĕмĕрсенчи халăх çи-пуçĕ. Унта Чăваш Енри тури, вăтам, анат чăвашсен, унсăр пуçне Самар, Пушкăрт, Чĕмпĕр, Сарă ту чăвашĕсен кĕмĕл укçасенчен хатĕрленĕ костюм ансамблĕсем те пур. Халăх тумтирĕпе Моисей Спиридоновăн, Николай Овчинниковăн, Юрий Зайцевăн, Николай Енилинăн тата паллă ытти художникăн ĕçĕсенче паллашма пулать.

Куравăн тепĕр пайĕнче - паян фольклорта, эстрадăра усă куракан, çамрăксем уявсенче тăхăнакан хальхи йышши костюмсем. Çавăн пекех кунта Татьяна Петрова, Мария Симакова, Зинаида Воронова, Татьяна Шаркова ăстасен ĕçĕсене тăратнă. Чĕмпĕр ÿнерçисен Виктор Аванмартăн тата Петр Картюковăн картинисем те пур.

Ульяновск облаçĕнчи Чăваш Республикин Культура кунĕсем И.А.Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн «Шывармань» /Ф.Васильев/ оперипе уçăлнă.

Ĕнер Чĕмпĕртен ЧР Культура министерствин тĕп специалисчĕ-эксперчĕ Надежда Андреева шăнкăравларĕ. Хулара Акатуя йыхравлакан афишăсем, баннерсем çакăнса тăнине, хула тата ытларах илемленнине, чăвашлăхпа, савăнăçпа сывланине, уяв ытамĕнче пулнине палăртрĕ. «Чĕмпĕр Акатуя хатĕр!» - терĕ вăл.

Палăртни вырăнлă: çĕртме уйăхĕнче Чăваш Енри пур районта та Акатуй иртет. Çитес шăмат кун, акă, Улатăрсемпе Элĕксем, Вăрнарсемпе Йĕпреçсем, Канашсемпе Куславккасем, Комсомольскисемпе Красноармейскисем, Вăрмарсем тата Тăвайсем çурхи ĕçсем пĕтнине уявлĕç. Вырсарни кун Акатуй Шупашкар, Елчĕк районĕсенче иртĕ. Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче вара Муркашсемпе Çĕмĕрлесем уява йыхравлаççĕ. Хĕрлĕ Чутайра ака пăттине çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче тутанĕç. Патăрьелсемпе Пăрачкавсем, Шăмăршăсемпе Етĕрнесем çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Акатуя пухăнĕç. Çĕрпÿре ку уявра çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче савăнĕç.

 

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика