Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.08.11 “Ан пăшăрханăр. Андрейкăн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ” ("Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru
"Хыпар"
 
Çак саманта чăтăмсăррăн кĕтнĕ эпир. Тĕнче уçлăхĕнче пулса курнă Юрий Гагарин, Герман Титов космонавт летчиксем хыççăн, çакна вăрттăнлăхра хытă тытнă пулин те, космонавтсен хушшинче чăваш та пур, тĕнче уçлăхне вĕçме кĕçех ун черечĕ çитет тенĕ хыпар пире хавхалантарса тăратчĕ.
1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пĕтĕм Союзăн радио дикторĕ Юрий Левитан ТАСС пĕлтернине вулани эпир хумханса кĕтни чăн пулнине кăтартрĕ.
“...Мускав вăхăчĕпе 11 сехет те 30 минутра Совет Союзĕнче Çĕр спутникĕн орбитине “Восток-3” космос карапне вĕçтерсе янă. Космос карапне Совет Союзĕн гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчик тытса пырать...” Диктор çак вĕçевĕн тĕллевĕ­­­сене палăртнă хыççăн çапла пĕлтерчĕ: “Вĕçев ăнăçлă иртет. Николаев юлташ хăйне лайăх туять”. Унтан çĕнĕ космонавт летчикăн биографийĕпе кĕскен паллаштарчĕ: Чăваш. Чăваш Енри Шуршăлтан...
Ку хыпар республикăра пурăнакансемшĕн мĕн тери пысăк та тĕлĕнмелле пулнине сăмахпа каласа ĕнентереймĕн. “ТАСС пĕлтернине итлерĕн-и?”, “Виççĕмĕш космонавт - чăваш çынни”, “Урра! Пирĕннисем тĕнче уçлăхĕнче!”, “Космос чăваша парăнать!” тенисем унта та кунта янăраççĕ. Кăнтăрла тĕлне халăх, никам чĕнмесĕр-хушмасăр, Шупашкарти Ленин тÿремне пухăнма пуçларĕ. Ватти те, вĕтти те пуçтарăнчĕ. Хулари предприятисемпе стройкăсенче ĕçлекенсем, студентсем, шкулсенче вĕрекенсем. Пит-куçра иксĕлми савăнăç çиçет. Пурте пĕр-пĕрне саламлаççĕ, халăх пĕрлĕхлĕ пулни тÿрех курăнать. Тăван çĕр-шыв ÿсĕмĕ, тĕнче уçлăхĕнчи паттăрлăх - унăн чунри туйăмĕ. Вăл çакăнпа мăнаçланать, мухтанать.
Пирĕншĕн, ун чухне республикăри “Коммунизм ялавĕ” /халĕ “Хыпар”/ хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсемшĕн, çав тери хĕрÿ кунсем пуçланчĕç. Ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Вырăнти хыпарсен пайĕнче иккĕн çеç ĕçлеттĕмĕр пулин те - ĕлкĕрсе пытăмăр.
Пай пуçлăхĕ Николай Герасимов Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăла вĕçтерчĕ. Унта пысăк митинг пулмалла. Эпĕ виççĕмĕш космонавт амăшĕ Анна Алексеев­­­на патне хула больницине кайрăм. Ывăлĕ тĕнче уçлă­­­хĕнче космос карапĕпе çаврăм хыççăн çаврăм ту­­нă вăхăтра вăл больницăра сипленетчĕ.
Тухтăрсемпе медицина сестрисем Анна Алексеевнăна уйрăм палатăна вырнаçтарнăччĕ. Эпир, журналистсем, вунна яхăн çын - Мускаври хаçатсен представителĕсем те пурччĕ - космонавт амăшĕпе калаçрăмăр. Пурнăçра хура-шур сахал мар тÿснĕ, анчах хăйĕн чыслăхне çухатман, этем тивĕçне лайăх ăнланакан сăпайлă та ырă кăмăллă çак хĕрарăмпа тĕл пулни манăçми йĕр хăварчĕ. Кайма пуçтарăнсан Анна Алексеевна пире çапла каларĕ: “Ан пăшăрханăр. Андрейкăн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ”.
Тепĕр кунне - çĕнĕ хыпар. Юрий Левитан ТАСС пĕлтернине вуларĕ. Тĕнче уçлăхĕнче - тепĕр космонавт. Тăваттăмĕш. Украин каччи - Павел Романович Попович. Тĕнче уçлăхĕнче - икĕ космонавт! Çак вĕçеве пĕтĕм тĕнче тĕлĕнсе те хумханса сăнарĕ. Пирĕн Андриян Григорьевич космосра 3 талăк та 22 сехет те 22 минут пулнă. Вăл “Восток-4” космос карапне тытса пыракан Павел Поповичпа тĕнче уçлăхĕнче 70 сехет те 23 минут та 38 çеккунт пĕрле вĕçрĕ. Çапла, çăлтăрлă тÿ­пере ушкăнпа вĕçесси Андриян Николаевпа Павел Поповичран пуçланчĕ.
Унтанпа аллă çул иртрĕ. Чăваш Улăпĕ тĕнче уçлăхне тĕпчес тĕлĕшпе тунă ĕçсене халăх нихăçан та манмĕ. Унăн сăнарĕ ялан пирĕн умра, пирĕнпе юнашар, пирĕн ĕмĕт-шухăшра.
Демьян СЕМЕНОВ.

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика