Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.08.14 Уява халалланă мероприятие хутшăннă («Сельский труженик (Ял ĕçченĕ)», Янтиково )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru
"Ял ĕçченĕ"
 
Андриян Григорьевич Николаевпа Павел Романович Попович “Восток–3” тата “Восток–4” карапсемпе тĕнчере пуçласа космосра ушкăнпа вĕçевре пулнăранпа 50 çул çитнине халалланă уява Тăвай енрен район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев ертсе пынă делегаци хутшăннă.
Уяв Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Ушкăн йышĕнче – космонавтсемпе çыхăннă тата космос тематикипе интересленекен çынсем. Вĕсенчен пĕри – Аркадий Александрович Захаров Юрий Гагарин космоса парăнтарнă вăхăтра Энгельс хули çывăхĕнчи аэродромра службăра тăнă. Вăл паянхи кунчченех кăвак тĕслĕ комбинизон тăхăннă космонавта, унпа алă тытнă саманта асĕнче тытать.
Мероприятире Енĕш Нăрвашри историпе мемориал музейĕн директорĕ Владимир Петров та пулнă. Шуршăл паттăрĕпе ытти космонавтсем, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пуян содержаниллĕ материалсем упранаççĕ музейра. Шкул ачисенчен космонавтика çулталăкне халалласа “Ял ĕçченĕ” хаçатра йĕркеленĕ ÿкерчĕксен конкурсĕнче мала тухнă Татьяна Лазаревапа "Енĕш Нăрвашран" авиамоделистсен конкурсĕсенче, хут çĕленсем вĕçтерессипе республикăри ăмăртусенче темиçе хутчен çĕнтернĕ Александр Антонов "Тăвай шкулĕ" хутшăннă. Райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Валерий Чайкин космонавтикăпа çыхăннă пуян коллекци пухнă тата вăл апрелĕн 12-мĕшĕнче çулленех шкулсенче уçă уроксем ирттерет. Вĕрентÿ пайĕн тĕп бухгалтерĕн Владимир Александровăн çар служби Энгельс хулинче иртнĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Андриян Григорьевич хăйĕн вĕçевĕпе Чăваш Ене чапа кăларнине палăртнă. А.Г.Николаев палăкĕ умне чечексем хунă. Республикăри пултарулăх коллективĕсем уяв ячĕпе концерт хатĕрленĕ. Унта пирĕн ентеш Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капеллин юрри-кĕвви те янăранă.
Юлашкинчен тăвайсем Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕпе Виктор Васильевич Горбаткопа сăн ÿкерттернĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: район делегацийĕ В.Горбаткопа.

В.ВАСИЛЬЕВ.

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика