Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.08.11 «…Паян ку юрă пирĕншĕн йăваш, Юх, юрă, космос паттăрĕ çинчен!» («Авангард», Батырево )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru
«Авангард»
 
Çур ĕмĕр каяллахи çурлан 11-мĕшĕ паянхи пекех хĕвеллĕ те ăшă кунччĕ. Радиопа ТАСС пĕлтернине хумханса итлетпĕр: “1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 11 сехет те 30 минутра Совет Союзĕнче Çĕр спутникĕн орбити çине “Восток–3” космос карапне вĕçтерсе янă. Ăна Совет Союзĕн гражданинĕ, летчик-космонавчĕ Андриян Григорьевич Николаев майор тытса пырать...”.
Çур ĕмĕр каяллахи çурлан 11-мĕшĕ паянхи пекех хĕвеллĕ те ăшă кунччĕ. Радиопа ТАСС пĕлтернине хумханса итлетпĕр: “1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 11 сехет те 30 минутра Совет Союзĕнче Çĕр спутникĕн орбити çине “Восток–3” космос карапне вĕçтерсе янă. Ăна Совет Союзĕн гражданинĕ, летчик-космонавчĕ Андриян Григорьевич Николаев майор тытса пырать...”.
Çапла вара пысăках мар Чăваш çĕр-шывĕ кĕтмен çĕртен пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерчĕ, Шуршăлта çуралса ÿснĕ уçă кăмăллă чăваш каччи космоса вĕçсе паттăрлăх кăтартрĕ, пирĕн халăхăн ятне çÿле çĕклерĕ.
Тепĕр кунах, августăн 12-мĕшĕнче, Мускав вăхăчĕпе 11 сехет те 2 минутра “Восток–4” космос карапĕ вĕçтерсе янă. Ăна вара Павел Романович Попович летчик-космонавт тытса пынă. Çăлтăрсен анлăшне тыткăнлакан тÿпере икĕ карап вĕçсе çÿренĕ. Космосри вĕçев яланах теветкеллĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе Çĕр çывăхĕнче пырса çапăнас хăрушлăх та пысăк.
1970 çулхи июньте А.Г.Николаев “Союз–9” караппа В.И. Севостьянов космонавтпа 18 талăк пĕрле вĕçнĕ чухне те çакăн евĕрлех пулнă. Çав вăхăтра йывăрăш çухатнă условисенче çын организмĕ хăйне епле тыткалама пултарнине никам та пĕлмен. Çакăн пирки икĕ хутчен космосра пулнă чăваш ачи хак панă.
Тепĕр чухне çынсем ăнланмасăр е ăнлансах космоса вĕçни пирки кăмăлсăр калаçаççĕ. Кун пирки çапла калас килет. Çĕр çинче васкавлă, халех татса памалли ыйтусем сахал мар. Космоса тĕпченин хакĕ, уйрăмах хальхи вăхăтри, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. СШАн малтанхи астронавчĕ Джон Гленн орбитăра пĕр минут пулни пĕр миллион та 680 пин долларпа танлашнă. Вăл 1962 çулта виçĕ сехет те 56 минут вĕçнĕ. Уйăх çинче пулнă “Аполлон–12” экипажăн кашни çеккунчĕ вăтăр пин долларпа танлашнă. Астронавтсем Уйăх çинче тăхăр пин те 600 çеккунт пулнă.
Наука хуравĕсем яланах ăна панă ыйтусенчен анлă та тĕплĕ. Метеорологи, çыхăну спутникĕсемпе анлă усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра спутниксен навигаторĕсем – ял хуçалăхĕнче, геологинче пысăк пулăшу. Сăмахран, тинĕсре пулă тытакан сейнер. Пулă пуçтарăннă вырăна тупса пулăçăсем туллиех “чĕрĕ кĕмĕлпе” тулнă тетĕлĕсене палуба çине кăлараççĕ. Вĕсен пĕр шухăш: тытнă пулла хăвăртрах леçмелле те телейлĕ вырăна каялла таврăнмалла. Вăл вăхăтри навигаци системи палăртнă района тĕрĕс илсе тухайман. Халĕ вара ГЛОНАСС (глобальная навигационная спутниковая система) пулăшнипе инкек-синкек тÿсекенсен координачĕсене тĕрĕс тупса вăхăтра пулăшу çитереççĕ.
Çут тĕнче вăрттăнлăхĕсем çамрăксене яланах илĕртнĕ. Пирĕн çак вăхăт космос эрин малтанхи çулĕсемпе çыхăннă. Юлашки çулсенче космоспа кăсăкланасси чакса пыни сисĕнет. Раççейре пурăнакансен 17 проценчĕ анчах Совет Союзĕ спутника 1957 çулта вĕçтерсе янине пĕлет. Çамрăксен 30 проценчĕ çакăн çинчен пачах та илтмен. Вĕсем ăна ăçтан пĕлччĕр-ха, енчен те “История России ХХ века” текен 11 классен кĕнекинче космос çинчен мĕн пурĕ те 14 йĕрке çеç çырнă пулсан.
Вĕçев программинче кăтартнă пек, 1962 çулхи августăн 15-мĕшĕнче малтан палăртса хунă районта А.Г.Николаев космонавт тытса пыракан “Восток–3” космос карапне çĕр çине 9 сехет те 55 минутра антарнă.
Сăмахăма Уйăп Мишши çырнă сăмах çаврăнăшĕпе вĕçлесшĕн:
Вĕç, вĕç, куккук! – тесе
юрлать чăваш, –
Хура вăрман хĕрне,
тет, çитиччен...
Паян ку юрă пирĕншĕн
йăваш,
Юх, юрă космос
паттăрĕ çинчен!
В. ПЕТРОВ.
Тăрăн ялĕ.

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика