Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.08.10 Чăваш çăлтăрĕ сÿнмĕ нихăçан («Край родной (Тăван Ен)», Кугеси )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru
"Край родной" (Тăван Ен)
 
Кăçал Раç­çей историйĕн çулталăкĕ. Шуршăлта çуралнă Андриян Николаев та историре тарăн йĕр хăварнă. Кăçал Андриян Григорьевич космонавт тĕнче уç­лăхне хăпарни çур ĕмĕр çитрĕ.
Тĕнчери çĕр-çĕр пысăк мар халăхран пĕр чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕ çăлтăрсем патне чи малтан вĕçекенсен хушшинче пулчĕ. Андриян Григорьевич çут тĕнчере çитмен вырăн хăварман та пулĕ, анчах та уншăн чи хаклă, юратнă вырăн – яланах Чăваш Ен. Вăл тăван кĕтесе, Шуршăла, савăнса килсе çÿренĕ.
Мĕн пĕчĕклех вăл хăйĕн пурнăç­ри çăлтăрне шыранă. Тупнах вăл ăна. 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче вăл чăваш халăхĕн çăлтăрĕ пулса тăнине аван пĕлетпĕр. Çак çăлтăр 1929 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче çуталса кайнă (çуралнă). 1970 çулта август уйăхĕнче тĕнче уç­лăхне иккĕмĕш хут тухсан, Совет Сюзĕн Гаройĕн ятне иккĕмĕш хут тивĕç­сен пĕтĕм тĕнчене татах та вăйлăрах çутатма пуç­ланă, унăн çути çултан-çул вăйлăрах ялкăшма тытăннă.
Андриян Николаев Чăваш Ене килсен яланах халăхпа пĕрле пулма тăрăшнă, вĕсен ĕç­ри ÿсĕмĕсемпе кăсăкланнă, Шупашкар районĕнче те нумай хут пулнă, Кÿкеç­ре суйлавçăсемпе, «Паха тĕрĕ» фабрикăра, хальхи «Приволжское» хуçалăхра (ун чухнехи улма-çырла совхозĕнче), «Ленин çулĕпе» («Тăван Ен») хаçат редакцинче, шкулсенче (Янăшри 8 çул вĕренмелли шкулăн пионер дружини А.Г. Николаев космонавта хисеплĕ пионера илнĕччĕ) халăхпа тĕл пулнă. Районти ертÿçĕсемпе тĕл пулса çитĕнÿсемпе интересленнĕ. Тăван Чăваш Ен çитĕнĕвĕсем уншăн пысăк савăнăç пулнă. Андриян Николаева 1-мĕш хут курни халĕ те асрах. Эх, такăна-такăна космонавта курма чупатпăр çав. Вăл ун чухне вĕçев хыç­çăн пĕрремĕш хут Шупашкара килнĕччĕ. Маншăн вăл çав тери пысăк ĕç тунă, чăваш ятне çÿле çĕкленĕ паттăр пек туйăннă, ăна чĕрĕлле курассишĕн çав тери çуннă çав!
Виç­çĕмĕш космонавт – наци паттăрĕ кăна мар, пĕтĕм тĕнче пĕлекен тата юратакан çын. Унăн хушаматне Чăваш Енĕн Ĕç мухтавĕн тата Паттăрлăхăн хисеп кĕнекине чи малтан кĕртнĕ. 2011 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче СССР летчик-космонавта, авиаци генерал майорне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинне Андриян Григорьевич Николаева асăнса çуралнă кунĕ тĕлне Шупашкарта палăк уç­рĕç. Ку пирĕн космонавта чыс тата сума суни.
Николаев çут тĕнчерен уйрăлса кайни вара тăван халăхăмăршăн калама çук пысăк çухату пулса тăчĕ. Кампа сыв пуллашрăмăр-ха эпир? Пĕрремĕшĕ – А.Г. Николаев чăваш ятне космос таран çĕкленĕ Улăп. Эпир пуррине тĕнчене чи малтан вăл пĕлтерчĕ. Иккĕмĕшĕ – пуррине çеç мар, мĕнлине те лайăх кăтартса пачĕ. Халăхăмăрăн ырă енĕсене шăпах Андриян Григорьевичра куртăмăр. Вĕренме, ĕç­леме, çитĕнÿ тума, чăвашлăха упрама çавăнтан вĕренмелле. А.Г. Николаев хăй чăваш пулнине нихăçан та пытарман, чăваш халăхĕпе вăл мухтаннă. Виç­çĕмĕшĕ - А.Г. Николаев пурри пире наци туйăмне вăйлатма пулăшать. Чăвашсемшĕн вăл ĕмĕрлĕхех наци символĕ вырăнне юлчĕ.
Андриян Григорьевич халăх асăнче пулнине эпир унăн Мемориал комплексĕнче куратпăр. Юлашки çулсенче ун вил тăпри патне килекенсен шучĕ ÿссех пырать. Кашни килекенех ун тăпри çине чечек хурса çурта çутса унăн ырă сăнарне аса илсе пуç таять, паллă ентешĕмĕрĕн ятне каллех çăлтăрсем патне çĕклеç­çĕ. Эпĕ хам та ветерансен канашĕн ертÿçи пулнă май Шуршăлти космонавт мемориал комплексĕнче ветерансемпе темиçе хут та пулнă. Юлашки çулсенче хамăр тăрăхри ватăсемпе те калаç­са татăлса унта çула тухатпăр. Кунта курмалли, тĕлĕнмелли нумай. А.Г. Николаевăн çутă сăнĕ, ырă ячĕ кĕнекесенче, палăксенче, кинофильмсенче, уйрăмах Космонавтика музейĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.
Ксения Михайлова, Шăмăш енчи ветерансен ертÿçи

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика