Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Рассказ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

Елен НАРПИ

Ăылçхлç укăа

Калав

 

Çĕрĕпе дежурствăра пулнă хыççăн вырсарни кун ирхине ĕç пĕтерсе киле кайма пуçтарăннă Таиç, хула пульницин травматологи уйрăмĕнче медсестрара ĕçлекенскер, коридорта васкавлăн утса пыратчĕ. Тĕп алăка уçса урама тухас тенĕ чухне çурма тĕттĕм фойере хăйне такам ятранах чĕннине илтнипе чарăнса тăчĕ. Пăхрĕ те сасă илтĕннĕ енне _ Вĕçелис ятлă пĕлĕш-ĕçтешне курах кайрĕ. Вăл та кунта медсестрара вăй хурать, хирурги уйрăмĕнче. Унăн та паян каçхи дежурство пулнă-тăр, халĕ кил еннелле пĕрле çул кĕскетесшĕн ĕнтĕ. Çапла шутлама кăна ĕлкĕрчĕ вăтăра çитсе те çемье çавăрма шăпа пÿрмен çамрăк хĕрарăм _ Вĕçелис, çулĕпе Таиçрен çич-сакăр çул аслăрахскер, шавлăн калаçса ун умне çитсе те тăчĕ:

_ Таиç, салам! Килелле пуль;

_ Килелле ĕнтĕ, ăçта пултăр тата; _ терĕ те Таиç тĕп алăка тĕксе уçрĕ.

Хĕрарăмсем урама тухса ĕлкĕричченех кăрлачăн çатăр-р сивĕ сывлăшĕ кĕлеткене пар-р! пырса çапрĕ. Иккĕшĕ те çÿçенсе илчĕç. Унтан пĕри çĕлĕкне пусарах лартса пальто çухавине тăратрĕ, тепри капюшонне тăхăнчĕ те, иккĕшĕ ура айĕнчи юра кăчăртаттарса хула транспорчĕ чарăнакан тĕлелле утрĕç.

_ Апайтурах, кăтартать тăк кăтартать ку хĕл кăçал, _ маларах пыракан Таиçĕн хăлхине Вĕçелис кăмăлсăрланса калаçни пырах кĕчĕ. _ Эпĕ кутемĕн хĕл те хĕл пек пулма пăрахнă, кĕçех пирĕн патра та банан ÿсме пуçлать-и-ха тесе пурăнаттăм. Кĕтсех тăр... Каплипе улмуççисем те шăнса пĕтеççĕ пулĕ; Банан мар, хамăрăн панулмие те çисе кураймăпăр, э, Таиç;..

Юнашар утакан Таиçĕн пĕрре çĕр каçа ывăннипе, тепре çăвара уçмалла марах сивĕ пулнипе пит калаçасах та килмест, Вĕçелис ыйтнипе кăна ытахальтен пек сăмах килтерме тăрăшрĕ вăл.

_ Укçа пулсан выçă вĕлермеççĕ халь, Вĕçелис. Нухрату çеç пултăр...

_ Ах, ан та кала-ха çав укçа пирки, Таиç. Пыршă таврăнса тухас пек ĕçлесен те çитмест вăл пире. Эс ăслă пултăн ав, çемйÿ-мĕнÿ çук та, укçа-тенкĕ çитмест тесе те ÿпкелешместĕн пуль. Пирĕн пĕр вĕçĕм çав çитмен пурнăç хуйхи... Аслă ывăла института тÿлевлĕ вĕрентме вырнаçтартăмăр кăçал, бюджетлине кĕме балл çитеймерĕ. Мĕн чуль тăкак, тăванăм. Ачасем çавна хаклаççĕ тетни; Кĕтсех тăр. Вĕсене пĕрмай пар, хăйсем тахçан каялла тавăрма пуçлаççĕ. Халь те ак кĕçех çуралнă кунĕ çитет аслин _ укçа кирлĕ тесе хăлхана йÿçĕхтерчĕ ĕнтĕ. Юлташĕсене кафене илсе кайса хăналамалла тет, çапла йĕрке иккен студентсем хушшинче. Таçтан тупса парас ĕнтĕ ăна пирĕн, ашшĕн те шалăвĕ пысăк мар. Çавна ăнланмасть ухмантей, юлташсен çав пур, ку пур, мана та кирлĕ тет...

Вĕçелисăн тарăхăвĕ шалта тулса çитнĕ пулмалла, чарăнăва çитичченех хăй кăна калаçса пычĕ. Таиçĕн ăна пÿлсех çапла каласа хурас та килчĕ: «Ара, Вĕçелис, ачăра хăвăрах çитĕнтертĕр пуль, мĕншĕн ют çынсем япăха вĕрентсе ÿстерсе панă евĕр ху ачуна хăвах тиркесе пыратăн; Айăпĕ хăвăрта мар-и;» Çук, шарламарĕ. Ара çын ĕçне тиркесси йывăр мар вăл. Хăв пикенсе пăх-ха эсĕ çав ĕçе, вара курăнĕ унта. Анчах Таиçе Турри темшĕн хальлĕхе ача-пăчаллă пулма çеç мар, арлă-арăмлă пурнăç та пиллемен ав. Килĕштернĕ пек çынни те пурччĕ, пĕрле пурăнма пуçларĕç те, тем сыпăнсах пĕтмерĕ иккĕшĕн. Тата «гражданла мăшăрлану» тенипе те çырлахас килмерĕ пулĕ-и Таиçĕн _ те арăм, те еркĕн, те никам та мар эс. Уйрăлса кайрĕç вара ик енне.

Çапла автобус-троллейбус кĕтмелли чарăнăвăн ÿпли патне çитрĕç те хĕрарăмсем кунта пĕр арçын тăнине асăрхарĕç. Вăл çак шатăр сивĕ çанталăка пăхмасăрах кĕленчерен сăра сăрхăнтарса тăра парать. Сывлăх хуралĕнче тăрмашакан хĕрарăмсем хăйсем сисмесĕрех пĕр-пĕрин çине кăлин тинкерчĕç. Ара, çакăн пеккисем те çук мар-и вара Таиçпе Вĕçелисăн пациенчĕсем хушшинче; Хăшне-пĕрне харпăрин сывлăхĕ хăйшĕн те кирлĕ мар тейĕн çав. Мĕн тăвас килет, çавна тăваççĕ те хăйсемпе _ кайран шур халатлисен сипле вара вĕсене. Ку арçынни çиелтен пăхма чипер çынлах тумланнă: хура пуставран ятуллă çĕлетнĕ вăрăм пальто, çĕлĕкĕ хаклă тиртен, мăй тавра яваланă шурă шарфĕн пĕр вĕçĕ тухса кайнă. Çулĕсемпе пĕр вăтăртан иртнĕ-ши хăй, унтан ытла мар. Хĕрарăмсем ним шарламасăр айккинчен пăхса тăчĕç ун çине _ ара ÿсĕрскерпе камăн çыхланас килтĕр. Ак хайхискер çумĕнчех темĕн тĕнкĕлтетни илтĕнчĕ: кĕсье телефонĕ пулчĕ-тĕр ку. Арçын сăра кĕленчине сак çине лартрĕ те шалти кĕсйине хыпалама пикенчĕ. Ÿсĕрскер, тайкалана-тайкаланах каять хăй. Шеремет, мĕн тесе ир-ирех çапла пехлесе лартмалла пулнă-ши ĕнтĕ; Пĕлсе пĕтер çыннăнне. Ак тем туртса кăларчĕ те сăра кĕленчи çумне хучĕ, телефонĕ çаплах тĕнкĕлтетрĕ хăйĕн. Мобильникне урăх япалапа пăтраштарнăран хăйне хăй вăрçам пекки туса илчĕ ÿсĕркке. Ура çинчен ура çине пускаласа, тăпăр-тăпăртăк туса ăшăнма хăтланакан Таиçпе Вĕçелис çакна курсан кулкаласа та илчĕç. Лешĕ тинех тупрĕ пулас «карас» телефонне. «Алло, ăçта çÿретĕр эсир, мурсем, шăнса хытатăп эпĕ кунта», _ тесе ятлаçкаларĕ те телефонне каялла кĕсйине чикрĕ. Вара нумаях та вăхăт иртмерĕ, автобус е троллейбус килмест-ши тесе тĕмсĕлсе пăхса тăракан хĕрарăмсем умнех тенĕ пек кĕмĕл тĕслĕ «Ауди» ваш кăна пырса чарăнчĕ. Хайхи арçын самантрах урăлса кайрĕ тейĕн, хĕрарăмсем çине пăхса: «Пардон, мадам, карета подана... милости просим», _ терĕ. Таиçпе Вĕçелис сăмах чĕнмесĕртерех кутăн чакса тăнине асăрхасан аллине лаш сулчĕ те çăмăл машинăна кĕрсе ларчĕ. Сасартăк Таиçе çак арçынна таçта курнăн туйăнса кайрĕ: те унăн сассинче, те кĕлеткин хусканăвĕнче, те тата урăххинче асăрхарĕ вăл çав палланă енсене, кăна хăй те ăнланса юлаймарĕ _ «Ауди» мĕнле кĕтмен çĕртен килсе тухрĕ, çаплах васкавар хускалса хула урамĕпе çил пек вĕçтерчĕ.

Транспорт килессе кĕтсе кÿтсех çитнĕ Таиç, чарăнăвăн ÿплинче хÿтĕрех пуласса сунса-тăр, унталла пăрăнчĕ те сак çинче арçын ĕçсе пĕтереймен сăра кĕленчи ларнине асăрхарĕ. Вĕçелис, ют çын пуррине кура паçăртанпах шарламасăр тăнăскер, татах шавлама пуçларĕ:

_ Вăт, кур-ха, Таиç, кама пыллă карас та кама пушă чĕрес... Санпа мана, çĕр каçипе куç хупмасăр чирлисене пăхакансене, çакăнта пăр катрамĕ пек пуличчен тăрсан та лартса каякан çук. Сăра лĕрккесе пурнăçне усăсăр ирттерекенсенех пурте янтă ав _ ши-и! шăхăрнă та çитес çĕре çитнĕ. Йăлт укçа тăвать, тăванăм, эпир йăлтах ун аллинче. Укçа пур тăк _ саншăн çул уçă, эп сан куму та, çывăх тусу та...

Çапла пакăлтата-пакăлтата Вĕçелис Таиç çумнех пырса тăчĕ те иккĕшĕ те харăсах тенĕ пек сăра кĕленчи çумĕнчех выртакан пысăках мар хура тăваткал япалана асăрхарĕç. Каллех пĕр-пĕрин çине кăлин тинкерчĕç хĕрарăмсем. Татах Вĕçелис маларах сăмах хушрĕ:

_ Мĕн вара ку-у; Чим-ха...

Çавăнтах хунар пек йăлтăр-р! çуталчĕ унăн куçĕ, вара вăл Таиç алăпа тĕкĕнме те аптăраса тăракан хайхи япалана кап! ярса тытрĕ.

_ Ай патька-а, укçа енчĕкĕ вĕт ку... _ пăшăлтатса каларĕ пулин те чарăнăва çитсе тăнă тепĕр ик-виç çын та илтнĕнех туйăнчĕ Вĕçелиса.

Вара вăл ним чĕнмесĕр куçне мăчлаттарса тăракан Таиçе ал-хапăл хулĕнчен ярса тытрĕ те каварлашнăн хушса хучĕ:

_ Таиç, тăванăм, айккинерех кайса уçса пăхар-ха, мĕн чухлĕ унта...

Шăп çак вăхăтра хĕрарăмсем паçăртанпах кĕтнĕ автобус килсе чарăнчĕ те Таиç ун енне пуçне сĕлтсе:

_ Атя-ха, ларар, тепри тахçан килет, вырсарни кун йĕркеллĕ çÿремеççĕ вĕсем, _ терĕ Вĕçелис каланине илтмен евĕр.

_ Ĕлкĕретпĕр, Таиç. Кусем ларса кайччăр, _ куçне чарăнури çынсем çинелле тĕллесе пĕлĕшне çаннинчен туртрĕ Вĕçелис.

Автобус çăра тĕтĕм кăларса вырăнтан тапрансанах хĕрарăм хайхи-майхи енчĕке кĕсйинчен туртса та кăларчĕ.

_ Паçăрхи ÿсĕр арçын акса хăварнă ĕнтĕ ăна. Эх-х, шеремет... _ енчĕк çухатакана чунтанах хĕрхенсе сăмахларĕ Таиç.

Вĕçелис ун çине ăнланмасăртарах пăхса илчĕ те пат касса татрĕ:

_ Шеремет;.. Ак эпир санпа шереметсем тăратпăр ĕнтĕркесе. Вăл вара тахçанах ăшă çĕрте рехетленет. Ăçтан шеремет пултăр вăл;

Унтан хайхискер енчĕке уçрĕ те ахлатсах ячĕ:

_ Кур-ха, Таиç!.. Турă пире хăех енчĕк тулли укçа пăрахса пачĕ пулать-и;.. Мĕн чухлĕ кунта-а... чи шултрисем тата...

Тин кăна сивĕпе кÿтнине те туххăмрах маннă Вĕçелис алсишне хывса пăрахсах нухрат шутлама пикенчĕ. Вăл хыпаланни, çав вăхăтрах темрен сехĕрленни те ун кашни хусканăвĕнчех сисĕнсе тăчĕ.

_ Апайтурух, Таиç... Кунта... кунта иксĕмĕр çулталăк ĕçлес укçа... Атя-ха, кăшт тăвалла утар.

Вĕçелис йĕри-тавралла асăрханса пăхкаларĕ. Те ĕнтĕ ăна паçăрхи кĕмĕл тĕслĕ «Ауди» каялла килсе ларассăн, вара такамсем ют енчĕке, хальлĕхе хăйĕн пулса тăнăскере алăранах тăпăлтарса илессĕн туйăнчĕ пулĕ-и. Таиç Вĕçелис кăмăлне йĕркеллĕ ăнлансах та пĕтереймерĕ, пĕр вырăнта тăрса ĕнтĕркесех çитнĕскер ун хыççăн талкăшрĕ.

_ Кур-ха, мĕн пур кунта тата... _ пĕр утас пек маларахри Вĕçелис çаврăнчĕ те Таиçе темле хут татки тыттарчĕ.

Хут татăкĕ визитка текенни пулчĕ. «Семенов Илларион Борисович», _ вуларĕ Таиç. Предприниматель тенĕ, телефонĕ те пур. Енчĕк хуçин ячĕ-ши ĕнтĕ ку е такам урăххи хăйĕн визиткине парса хăварнă-ши; Илларион... ячĕ сайра тĕл пулаканскер. Тем аса илнĕ пек пулчĕ Таиç. Илларион... Кĕске ячĕ Ларик пуль ахăртнех. Тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне Таиç чĕрине шуйхантарнă пĕр йĕкĕте шăпах çапла чĕнетчĕç. Икĕ-виçĕ хутчен кинона та кайнăччĕ унпа Таиç. Леонардо Ди Каприо Голливуд çăлтăрне аса илтерекен кăвак куçлă сар каччă. Çук, ун чухне çав ятлă актер тĕнчере пуррине те сĕмленмен-ха хĕр, чылай каярах кăна «Титаник» кино курнă чух асăрханăччĕ Таиç çак пĕрпеклĕхе. Шел пулин те, Ларикăн ячĕпе сăн-сăпачĕсĕр пуçне тек нимĕн те асра юлман _ чуна килĕшнĕ йĕкĕт, параллельлĕ класра вĕренекенскер, тахăш самантра Таиç çÿрекен шкулта курăнма пăрахрĕ. Кайран çеç тантăшĕсенчен пĕлчĕ хĕр: арçын ача урăх шкула лицей класне вĕренме куçнă иккен. Вара Таиçĕн вуннăмĕшне каяс та килмерĕ, пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма хĕмленсе тăраканскер, училищĕне вĕренме кĕчĕ. Ларик... Ларик... Шкулта пурте çапла чĕнетчĕç çав ăна. Те çавăнпа каччăн хушамачĕ те пуçра тăрса юлман.

_ Çак телефонпа шăнкăравласан, тен, хуçине тупма пулать; _ сĕнчĕ асаилÿ авăрĕнчен тухнă Таиç.

Ăна-кăна ним йÿпсĕнмесĕрех каларĕ вăл çакна, инкеке лекнĕ çынна _ ара укçана енчĕкĕпех çухатни инкек мар-им-ха тата; _ пулăшас тĕллевпе çапла сĕнчĕ. Вĕçелис ун çине пуçласа курнăн куçне мăкăл-л çавăрса пăхрĕ те тăп чарăнчĕ.

_ Эс мĕскер, Таиç; Алла хăйне тĕллĕнех кĕрсе ÿкнĕскере каялла персе парас теместĕн пулĕ те; Турă хăех пĕринчен илсе пире пачĕ пулать те... _ терĕ хĕрарăм куçĕсене элес-мелес чармакласа.

Таиç, ăна кунашкаллине пуçласа кураканскер, чĕнеймиех пулса тăчĕ. Вĕçелис вара шăпланма шутламарĕ те:

_ Эсĕ мĕн, çав пилсĕр этем выçă вилĕ терĕн-им; Юлашки тупри мар вĕт ку унăн. Чухăн çын кĕсьере çакăн чухлĕ укçа йăтса çÿреймест, машинăпа шартлама сивĕре тĕлсĕр-палсăр катаччи те чупаймасть. Ак сан енчĕкÿнте хăçан пулнă-ха çавăн чуль укçа; Ман пулман... Халь вара çак ахалех килнĕ телее алран вĕçертмелле-и;..

Ахалех килнĕ телей... Телей ахалех килме пултарать-ши вăл е, кунтан та ытла, укçапа пурлăхра-ши телей тенин тĕшши;..

Пĕррехинче, хĕле кĕрес умĕн, чаплă тиртен çĕлетнĕ хĕрарăм перчетки тупнăччĕ Таиç. Вĕр çĕнĕскере, хаклăскере, хуçи анчахрах туяннă пулас, анчах çаврăнăçусăр пулнă та пациентсемпе тĕл пулмалли пÿлĕме ÿкерсе хăварнă. Мĕнле алла илчĕ çавскере Таиç _ тăхăнса пăхас килсе кайрĕ. Тăхăнчĕ те _ лăп кăна хăйĕн пек, кăпăк евĕр çеп-çемçе те ытараймискерне пĕрре те каялла хывас килмерĕ. Вара... хывмарĕ те. Хуçине епле тупас тесе малтан йăшăлтатнă пек пулнă туйăмне те текех тăнламарĕ. «Çанталăк сивĕтрĕ, манăн та перчетке туянмаллаччĕ-ха. Мĕнех, кăмăлăма такам сиснĕ пулинех, пăрахса хăварнă, вăрламан вĕт», _ йăпатрĕ хăйне хăй хĕрарăм. Çав кунхине ĕçрен тухсан улма-çимĕç туянма тесе пасара кĕчĕ Таиç. Малтан унта каяс шухăшĕ те çукчĕ хăйĕн. Халь вара ахалех перчеткеллĕ пултăм «мĕншĕн телей тес мар;», ун вырăнне мĕн те пулин тутли туянас терĕ-ши _ çаврăнса кĕчĕ суту-илÿ тĕнчине. Шутланă пекех улма-çимĕç туянчĕ, унтан татах çаврăнкаласа çÿрерĕ, хĕрарăмсен кĕпи-йĕмне сутакан сентресем патĕнче пайтахчен тем куçласа тăчĕ. Унтан тек ним илмесĕрех тухрĕ пасартан. Чарăнăва çитсен хайхи перчеткене тăхăнам тесе сумкин вăчăрине уçма тăчĕ те _ айтурух, уçах-мĕн лешĕ! Сÿ-ÿ турĕ шалта тем ырă мара сиссе. Уçă сумкăра айăн-çийĕн пăтратма пикенчĕ хăраса ÿкнĕ хĕрарăм. Нивушлĕ вăрланă; Енчĕкре укçи ытла нумаях та марччĕ те-ха, пĕрех камăн вăрă кулли пулас килтĕр; Ай, мухтав Турра! Пур-мĕн, тĕкĕнмен енчĕке... Анчах ăпăр-тапăр хушшинче «карас» телефон курăнмасть мар-и;.. Паçăр кăна, тавар туянса тăнă чух, пĕр пĕлĕшĕ шăнкăравланăччĕ. Таиç унпа темиçе сăмах калçаса илчĕ те сумкăна каялла чăмтарчĕ. Халь мобильник таçта пăсланса çĕтнĕ тейĕн, ниçта та курăнмасть. Çуках ĕнтĕ, çук!.. Йăкăртнă пĕр çĕр çăтманскерĕ Таиçĕн телефонне. Шапăр-р юхрĕ икĕ пит çăмарти тăрăх вĕри куççуль. Акă епле иккен вăл хăвăн япалуна çухатсан... Тепĕр кунах Таиç пациентсемпе тĕл пулмалли пÿлĕме перчетке тупни пирки пĕлтерÿ çырса çапрĕ. Перчетке хуçи хăйне вăрах кĕттермерĕ, темиçе кунтанах тупăнчĕ. Телей тет-и-ха Вĕçелис; Вăт çав перчеткене хуçине тавăрса панă чух Таиç чăн-чăнах телейлĕ пулнăччĕ, çавăн чух пĕтĕм чуна тултарса хунă вышкайсăр савăнăç кайран та кассăн-кассăн хĕрарăмăн асне килсе чĕрине пайтахчен хумхантарнăччĕ. Халь вара ют çын укçине тупнине Вĕçелис телей тет...

Кĕçех троллейбус килсе чарăнчĕ те, витĕрех шăнса кайнă хĕрарăмсем васкасах салона кĕчĕç. Ларкăч çине юнашар вырнаçсан та Вĕçелис паçăрхи шухăшнех малалла тăсрĕ:

_ Таиç, эпир никамăнне те нимĕн те вăрламан. Çапла-и; Ку çынни пурпĕрех ĕçсе кăна пĕтеретчĕ укçине, капла пире пулăшу пултăр хăть. Эпĕ акă икĕ уйăх хваттер укçи тÿлемен _ ăна тÿлесе тататăп, ывăлăма та çуралнă кунне уявлама пама пулать хайхи. Ирттерччĕр ара, каферех хăналанччăр, Турри хăех парать пулсан ма хирĕç каяс;.. Эсĕ те ав сотовăйне вăрларĕç тесе макăрманччĕ-и унччен; Вăт, туянатăн халь...

Татах тем-тем калаçрĕ Вĕçелис, тупнă мула хуçине тавăрса памалла пуласран шикленсе-тĕр, Таиçе чи витĕмлĕ сăмахсемпе ÿкĕте кĕртме тăрăшрĕ. Ара, иккĕшĕ пĕрле тупнă тăк, пĕр шухăшлă пулмаллах ĕнтĕ: е йăлтах хуçине тавăрса памалла, е çурмалла пайламалла. Урăхла епле тăвăн;

Таиçĕн акă кĕçех анса юлмалла, вăл пур ним чĕнмесĕр ларать. Темле самант пулчĕ вара çавă, йăшăлт турĕ шалта иккĕленÿ: чăн та, тĕрĕснех калать-çке Вĕçелис. Вăрланă укçа мар. Кĕсье телефонĕ те кирлех. Эппин çурмалла пайласа илес те _ ĕçĕ пĕттĕр. Иксĕмĕр çулталăк ĕçлес укçа терĕ Вĕçелис, апла тăк тата урăх япала туянмалăх та юлать пуль-ха. Хĕллехи атă та авă паян витĕрех шăнтрĕ урана, виçĕм çулах туяннăскерне çĕнетсен те юрамалла... Тата ытти çакăн йышши пылак шухăшсем сухăр пек çыпăçма пуçларĕç Таиçе. Çурмалла пайласа илер апла темех тăнăччĕ хĕрарăм, анчах шăп çапла калас тенĕ чух куç умне пĕрре Ларик сăнарĕ шуса тухрĕ, тепре перчеткине çухатнă хĕрарăм чунтан тав туни «тен, пил пени;» аса килчĕ те, Таиç нимле мар пулса кайрĕ. Ак кĕç-вĕç анмалла ĕнтĕ унăн, ура çине çĕкленчĕ те хайскер, çапларах çавăрчĕ хучĕ:

_ Вĕçелис, мана ним те кирлĕ мар. Çылăхлă укçа вăл. Сана кирлĕ пулсан _ эсĕ ил. Никама та ним те шарламăп эпĕ, ан кулян...

Тĕлĕкри евĕр çапла каларĕ те троллейбусран анса юлчĕ Таиç. Хăй те сисмерĕ _ йăпăр-р юхса анчĕ куççулĕ. Çук, ямăт укçа алла лекменнишĕн куляннипе мар, çав çылăхлă мултан хăпма хевте çитернĕшĕн чунтан-чĕререн хĕпĕртенипе хăйĕн туйăмĕсене текех тытса чараймарĕ çамрăк хĕрарăм. Чуна арман чулĕ пек пусарса тăракан, эрешмен карти евĕр сырăнма хăтланакан çылăхлă шухăшсем тумламăн-тумламăн хухса пынине туякан хĕрарăм урамра куççуль пăрланса лараслах сивĕ пулнине пăхмасăрах ĕсĕклерĕ те ĕсĕклерĕ...

;;;

Çак ĕç хыççăн самаях вăхăт иртрĕ. Таиç малтан Вĕçелис пирки пăт-пат аса илкелесех тăчĕ-ха, унпа курса сăмахлас кăмăлĕ те йĕкĕлтесех тăрать пекчĕ. Ара, иккĕшне пĕр вăрттăнлăх çывăхлатать мар-и; Анчах тĕл пулмалли меллĕ самант темшĕн тупăнмарĕ те, вăрахран çак туйăм та иксĕлчĕ.

Çанталăк çуркунне енне сулăннăччĕ. Хирурги уйрăмĕнче санитаркăра ĕçлекен пĕр пĕлĕшне тĕл пулнă чух Таиçĕн Вĕçелис пирки сăмах тапратас шухăшĕ те çукчĕ темелле. Иккĕш ик еннелле уйрăлас умĕн ăнсăртран пекле кăна: «Вĕçелис мĕнле пурăнать унта; Чылайранпа курман та, манран салам ăна», _ тесе хушса хучĕ. Ĕçтешĕ, пăрăнса утма тăнăскер, Таиç çапла ыйтнипе тем аса илнĕ пек пулчĕ те: «Калама мансах кайнă сана _ Вĕçелис ĕçрен тухса кайрĕ вĕт. Халь бизнеса явăçса пасарта суту-илÿпе аппаланать», _ терĕ тантăшне шалтах тĕлĕнтерсе. Ним калама пĕлмесĕр шанкăрт хытса тăрса юлчĕ Таиç коридор варринче. Авă мĕншĕн курăнмасть иккен Вĕçелис пульницара!

Çĕр чăмăрĕ çаврака та ун çинче утса çÿрекенсем, çитменнине пĕр хуларах пурăнаççĕ пулсан, ăнсăртран тĕл пуласси хăш-пĕр чухне пулкалать иккен. Таиçпе Вĕçелис те кĕтмен çĕртен тĕл пулчĕç.

...Пĕр-пĕр çĕре хăвăртрах çитмелле чухне Таиç хулари ытти çынсем пекех маршрутлă таксипе каять. Кĕчĕ те çапла пĕринче çак транспорта _ Вĕçелис лара парать. Унччен çырă çÿçлĕччĕ-ха вăл, халь хĕрлемес пулса кайнă. Пуклакрах кĕске пÿрнисене ылтăн çĕрĕсем çупкăмĕпех тăхăнса янă хăй. Çийĕнчи çÿхе пальтовĕ те çĕнĕскер пек.

_ Ай патька-а, кама куратăп;! Салам, Таиç, тăванăм! _ çи-пуçĕ улшăннă пулин те унчченхиллех шавлăн калаçса сывлăх сунчĕ Вĕçелис.

Таиç те хапăл пулчĕ çак кĕтмен тĕл пулăва, пĕлĕшĕн пурнăçĕпе кăсăкланчĕ вăл, мĕншĕн ĕçрен кайнине пĕлесшĕн пулчĕ. Калаçма юратакан Вĕçелис тăруках чĕлхине çăтса ячĕ тейĕн, пĕр кана шăпăрт ларчĕ-ларчĕ те ерипен çеç сăмах пуçарчĕ:

_ Таиç, тăванăм, астăватна _ «çылăхлă укçа» терĕн эсĕ çавăн чухне;.. Те чăнах та çылăхлă пулчĕ вара, çак ик-виç уйăх хушшинче айăн-çийĕн пăтранса пĕтрĕ манăн пурнăç. Хамăн кăна та мар-ха... Астăватăн-ши, аслă ывăлăн çуралнă кунне уявласси пирки асăннăччĕ эпĕ. Вăт, çавскерсем юлташĕсемпе кафере хăналаннă чух самаях ĕçнĕ те, киккирикĕ хĕрнĕскерсем, пĕрисемпе хирĕçсе кайнă, унтан тÿпелешмех пуçланă, вара çаксене милици тытать... Сутлашсах пĕтрĕмĕр вĕт, тăванăм. Те халь ывăла институтран та кăларса яраççĕ ĕнтĕ...

Таиç хаш-ш туса кулянать Вĕçелиспа пĕрле _ ара çав укçана илмен пулсан усалĕ те аякран пăрăнса иртетчĕ-тĕр.

_ Çĕнĕ çĕрте ĕç-пуç еплерех тата; Медсестра шалăвĕпе çынсем мĕнле пурăнаççĕ-ши тесе халь кулан та пуль ĕнтĕ пирĕнтен; _ калаçăва урăх йĕр çине пăрма хăтланса асăрханарах ыйтрĕ Таиç.

Вĕçелис татах хаш-ш сывласа ячĕ те пач кĕтменнине каласа хучĕ:

_ Кулма терĕн-ха, Таиç... Пульницара ĕçленĕ чух хам мĕнле телейлĕ пулнине хам та чухламан эпĕ, тăванăм. Çывăрма выртсан ача пек канлĕн ыйха путаттăм. Хамăн тата çемьерисен пурнăçĕ пирки сехĕрленесси асра та пулман. Халь вара... Çак темиçе уйăхра икĕ хутчен çаратса кайрĕç пире. Таçтан сисеççĕ, мурсем. А укçа мĕн вăл;.. Шыв пек пырса кĕрет те шывлах тухса каять. Пур пекки йăлтах тавар туяннă çĕре кайса пырать. Çывăрма выртсан та тепре чухне куç умĕнче цифрăсем мĕлтлетеççĕ. Çук, Таиç, суту-илÿре ним ăмсанмалли те. Унчченхи пурнăçăмах, ĕçĕм чирлисене кирлине туйса тăнă чухнехи пурнăçăм аванччĕ те вĕт, анчах халь... чирлерĕм пуль ĕнтĕ укçа чирĕпе. Укçа çылăх çеç мар, Таиç, чир те иккен. Усал чир. Унпа нишленме никама та Турă ан хуштăрах...

Маршрутка çак вăхăтра пасар чарăнăвне çитрĕ пулас та, Вĕçелис Таиçпе хыпаланса сывпуллашрĕ. «Пырса лар, калаçкаласа ларăпăр иккĕн», _ тесе анса юлчĕ вара хĕрарăм. Таиç ăна ыр сунса ăсатрĕ.

Çакăнпа çылăхлă укçа историйĕ вĕçленнĕ пек туйăннăччĕ Таиçе. Пулни-иртни пирки вуçех маннăччĕ вăл. Ĕнтĕ çуркуннен ăшă та евĕк кунĕсем те çитрĕç. Травматологи уйрăмĕнчи пациентсем çакнашкал çанталăкра палатăсенче выртасшăнах мар, утма, вырăнтан куçма пултараканнисем уçă сывлăшра ытларах пулма тăрăшаççĕ. Таиçĕн те ординаторскинче пăчăхса ларас килмест те, анчах чирлисен списокне улăштарса çакмалла ав. Хушаматсене пĕрин хыççăн тепĕрне шăрçаласа ларнă май Таиç курах кайрĕ: «Семенов И.Б.». Çырса хучĕ те çамкине картлантарчĕ медсестра: мĕне аса илтерчĕ-ха ку хушамат; Чим-ха... Пациентăн чир историне çырнă хута шырама пуçларĕ хайхискер. Акă, тупрĕ. «Семенов Илларион Борисович». Пулма пултараймасть!.. Çаплах ара, ăна ĕнер, Таиçĕн канмалли пулнă кун, вырттарнă пульницана. Эй, тĕнче! Епле çав таранах тăвăр пулма пултаратăн вара эсĕ;! Пĕр тăхтаса тăмасăр çак тĕлĕнмелле пациент «Таиçпе иккĕшне шăпа икĕ хутчен пĕр тĕле çавăрса тухни епле ан тĕлĕнтертĕр-ха;» выртакан палатăна чупса кайса хăрах куçпа та пулин ун çине пăхса илесси килчĕ хĕрарăмăн _ вăлах е урăх çын;..

...Семенов Илларион Борисович выртакан палатăна Таиç кăнтăрлахи процедурăсем пуçлансан кĕрсе тăчĕ. Чирлисем кунта виççĕн кăна-мĕн: пĕри урине хуçнă, тепри аллине амантнă, виççĕмĕшне, хайхи Семенов текеннине, машина çапса кайнă, анчах, мухтав Турра, шăмми-шакки чиперех пулас, темиçе çĕртен ÿчĕ хытах кăвакарса тухнипех çырлахнă мăнтарăн. Травматологи уйрăмне ятарлă тĕрĕслев ирттерме вырттарнă иккен ăна.

Таиç тĕрлĕ им-çампа палатăна пырса кĕнĕ чухне Семенов чÿречерен урамалла тинкерсе алăк енне çурăмпа ларатчĕ, анчах медсестра арçын кĕлеткине витĕр куçĕпе пĕрре пăхсах чухларĕ _ хайхи шатăр сивĕ çанталăкра укçа енчĕкне çухатса хăвараканни никам та мар, шăпах çак çын. Енчĕкре тупнă визитка апла укçа хуçин хăйĕннех пулнă. Çакна çиçĕмле хăвăртлăхпа тавçăрса илнĕ Таиç калама çук пăлханса ÿкрĕ. Анчах пĕр кĕнĕскер эмелсен патнусне çаплипех пăрахса тухса каяймастăн ĕнтĕ. Хăйне хăй хистесе тенĕ пек пациент çывăхне пырса тăчĕ те вăл уçă сассипе лешне ятран чĕнчĕ:

_ Илларион Борисович, акă сирĕн...

«Эмелсем», _ тесшĕнччĕ, анчах каласа пĕтереймерĕ, «карас» телефонпа шăнкăравлама хăтланакан çамрăк арçын медсестра сассине илтнипе çаврăнчĕ те Таиç малалла мĕн темеллине те манса кайрĕ _ ăна хирĕçех тахçан чуна çав тери çывăх пулнă кăн-кăвак куçлă, ăшă сăн-питлĕ Ларик евĕклĕн кулса лара парать...

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика