Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Интервью с Юрием Васильевым

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

"ЧИ ПЫСĂК ЮРАТĂВĂМ – ИСКУССТВО…"

10.12.2009

"Тантăш"

Альбина Юрату

 

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçипе, дирижерĕпе, Раççей халăх артисчĕпе, Чăваш АССРĕн Константин Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕпе Юрий Васильевич Васильевпа тĕл пулса калаçсан чунра яланах лайăх-лайăх пулса каять. Унран тухакан çутă вăй тыткăнлать, чĕрене çепĕçлĕхпе тултарать. Кашни сăмаха вырăнлă калани, теприне итлеме пĕлни, тараватлăхĕ, сăпайлăхĕ, куçĕнчен сăрхăнса тухакан ăшăлăхĕ, илĕртÿллĕ кăмăллă кулли сан умра чăвашсен чăн-чăн интеллигенчĕ тăнине çирĕплетет. Унпа сыв пуллашнă хыççăн та чĕрере чылайччен асамлăх хĕлхемĕ вылять. Юрий Васильевич чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн вĕри те хĕрÿ чĕри пек туйăнать. Вăл – тăван халăхăмăрăн пуласлăхĕшĕн, культуришĕн ырми-канми тăрăшакан çын! Аслă хăватсем панă кун-çулне искусствăпа тачă çыхăнтарнă, ăна аталантарса пуянлатассишĕнех пурăнать те! Çавăншăн юратаççĕ те Юрий Васильева. Ăна «Асамлă чĕлĕхĕн» тĕпелне хаваспах чĕнтĕмĕр.

– Кашни çын чĕринче упранакан чи хаклă сăнарсем – атте-анне. Эпир çак тĕнчене вĕ-сен тивлечĕпе килетпĕр... Эсир çывăх çыннăрсен юратăвĕн ăшшине туйса ÿсни тÿрех сисĕнет...

– Атте Василий Гаврилович тума пĕлмен ĕç пулман хуçалăхра. Çын патне нихăçан та япала илме кайман эпир. Хăех çава та туптанă, йывăçран касса тĕрлĕ савăт-сапа та ăсталанă, килте хĕрарăмсем çук чух тутлă апат та хатĕр-ленĕ... Эпир çемьере саккăрăн ÿснĕ. Атте пире вăрçмастчĕ, сассине те хăпартмастчĕ. Çапах ун сăмахĕнчен иртмен. Пурнăçламалли ĕç çинчен нихăçан та икĕ хут каламан. Ачисене пĕлÿ парас тесе укçа шеллемен. Аттепе апай мĕн пур ĕçе пĕрле канашласа пурнăçлатчĕç. Апайăн Пелагея Степановнăн йăхĕнчен ăслă-тăнлă çын нумай тухнă. Аттен йăх тымарĕсем те тĕреклĕ. Ялти писарьсем пулнă. Шел, вăрçăран аманса таврăннă атте мĕн çĕре кĕричченех нушаланчĕ. Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ялĕнчи тăван кил халĕ те куç умĕнчех. Хĕлле пирĕн патра мордвинсем, çĕвĕçсем, чарăнатчĕç. Пĕтĕм яла кĕрĕк çĕлесе тăхăнтартатчĕç. Пÿрт тулли станок, çĕвĕ машини... Пире, ача-пăчана, выляма та вырăн юлмастчĕ. Хăçан çуркунне çитет-ши тесе кĕтеттĕм... Урамра чупас килетчĕ.

– Çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ илемлĕ. Хĕлле те сăрт айккинчен çунашкапа кăмăл туличченех ярăнма пулать-çке!

– Камшăн мĕнле-тĕр, анчах эпĕ хĕле юратмастăп. Маншăн çуркунне – ачалăх сăпки, çулла – этем пиçсе çитнĕ вăхăт, кĕркунне – ватлăх тапхăрĕ, хĕлле – пурнăç вĕçĕ. Сивĕре вăй та, хавхалану та пĕтет. Атте те, апай та пиртен хĕлле уйрăлчĕç. Асăрханă-и: пуш уйăхĕ пуçлансанах тÿпе тарăнланса сенкерлĕхпе тулать, хулари сывлăш та уçăлать, ялта вара вăл мĕн тери сипетлĕ! Хĕвеле, ăшша, çутта юратакан çын эпĕ. Тĕксĕмлĕхпе тĕттĕмлĕхе кăмăлламастăп. Хĕвелпе пĕрле вăранатăп та ĕçе кайиччен кĕнеке тытатăп. Пурнăçăмра миçе пин кĕнеке вуламарăм-ши? Шкулта «5» паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Виçĕ диплом манăн – виççĕшĕ те хĕрлĕ.

– Вулама юратаканăн пуç мими те аванрах ĕçлет, чĕлхи те пуянланать. Паянхи ачасемпе çамрăксем темшĕн-çке кĕнекерен писеççĕ, вăхăта ытларах компьютер умĕнче ирттереççĕ...

– Ача чух ытларах радио итленĕ. Ас тăватăп-ха, эпир çитĕннĕ чух мĕн пур пурлăхшăн хырçă шыраса илетчĕç. Çавна пулах пахчари улмуççисене те касатчĕ ял-йыш. Укçа-тенкĕ енчен темле хĕсĕк пулсан та атте радиона кăларттармарĕ. Вăрçă хыççăнах ялĕпе те иккĕ çеçчĕ вĕсем. Тепри правлени çуртĕнче çакăнса тăратчĕ. Чун килениччен чăваш юррисене итлеттĕм. Кашни кĕвве самантрах ас туса юлаттăм. Радио ăшне çынсем еплерех вырнаçнине пăхас килетчĕ. Пÿрне пысăкăш-ши вĕсем теттĕм. Музыкăна юратасси вара аттерен куçрĕ пулĕ. Вăл купăс, балалайка калама ăстаччĕ.

– Музыка ăсталăхне эсир Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче, Ленинградри культура институтĕнче, Хусанти патшалăх консерваторийĕнче вĕреннĕ... Çавăн чухлĕ ăс пухма чăтăмлăхне мĕнле çитернĕ?

– Çут çанталăк панă чунри хăват ăс-тăна аталантарма хистенĕ мана. Кашни предмета интересленсе вĕренеттĕм. Юрă-кĕвĕн шалти кăткăслăхне, йĕркине, ритмне ăнланас килетчĕ. Музыкăна туйман çыншăн кĕвĕ пĕр евĕрлĕ кĕрлет, профессионалшăн вара ку тĕнче вышкайсăр анлă та пуян. Ăна тытса тăракан пайсем, формăсем, килĕшÿлĕх, интуици пĕр-пĕринпе куçа курăнман çипсемпе çыхăннă. Çакă ĕнтĕ вăл асамлăх! Кĕвĕ вăйлă тинĕс хумĕ евĕр çынна пĕр çÿл тÿпене ыткăнтарса ярать, тепре авăра çавăрттарса кĕртет.

– Хор умĕнче тăнă чух эсир еплерех мăнаçлăхпа, илемпе тата ирĕклĕхпе тулнине пĕрре мар курнă та, туйнă та... Аллăрти асамлă патака сулса яратăр та çын чунне тĕнчен пуçламăшĕпе вĕçĕн тупсăмне шырама чĕнетĕр...

– Дирижер – хăйне евĕр композитор. Вăл ăстаçă çырнă музыкăна ăс-тăн, чĕре, чун витĕр кăларса чи малтан хăйĕн тăвать. Кайран тин хорпа ĕçлеме пуçлать. Унăн тĕп тĕллевĕ – ăс-тăнпа чĕре туйăмне итлекен патне çитересси. Музыкăна хорпа пĕрле вĕренекен дирижерсене хисеплеместĕп эпĕ. Ман ĕç стилĕ пачах урăхла. Композитор панă партитурăна алла тытатăп та... çут кĕтретлĕ-хе путатăп. Тепĕр чух музыкăна ăша хывса çитериччен çур çул та иртсе каять.

Училищĕре классиксен произведенийĕсемпе паллашнă чух пĕр япалана ăнланса илнĕччĕ: пĕтĕм пурнăç юрату çинче тытăнса тăрать. Чăн-чăн юрату – çут çанталăк парни. Ун илемĕпе çунатланнă пултаруллă çынсем пире чăн-чăн искусство тĕнчин уççине тыттараççĕ. Дирижерсенче вышкайсăр пысăк яваплăх – композиторсен музыкине халăх патне çитересси. Мĕншĕн тетĕн-и? Композитор кирек хăш ĕмĕрте пурăнсан та этем туйăмĕн чи вăрттăн кĕтесĕн-че пытарăннине çиеле туртса кăларма пултарать. Çут çанталăк ăна çакнашкал талант панă. Пирĕн хора юрлаттарса паянхи итлекен чĕри патне çитмелле. Çакна тума вăй тата вăхăт кирлĕ. Пĕр-пĕр юрра халăхăн туса хурас тесен чылай чух пĕр çулталăк çеç мар, темиçе çул та ĕçлеме тивет. Паян мĕншĕн чаплă юрă сахал; Радиопа телевидени ытларах эстрада юррисемпе айкашаççĕ. Вĕсем питĕ çăмăл. Кунта пурте хăйсемех композитор та, сăвăç та, юрăç та. Çамрăксем тар юхтармасăрах ытла та çăмăллăн укçа ĕçлесе илесшĕн. Чăн-чăн музыкăпа поэзи – чун-чĕре ĕçĕ. Халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех юлас тесен нумай тертленмелле, асапланмалла, тар юхтармалла. Сцена çинче илемлĕ йăлтăр-ялтăр тум, йăл кулă, çурма çарамасланнă хĕрпе каччă, пĕр евĕрлĕ кĕвĕ... Пăхма илемлĕ те – тĕшши çук. Мĕнле чун воспитанийĕ çинчен калаçмалли пур кунта? Çынна тĕлĕнтермелле кĕвĕсем çырайманнине пĕлнипех композиторсен ретне тăмастăп эпĕ.

– Килĕшетĕп сирĕнпе. Эстрада юррисен кĕввисем те, сăмахĕсем те пĕрешкел. Вĕсене унтан-кунтан вăрлаççĕ те хăйсен туса хураççĕ. Сасси пур-и, çук-и – хăвăртрах чапа тухасшăн...

– Чăвашра пултаруллă композитор сахал мар: Федор Лукин, Герман Лебедев, Тимофей Фандеев, Михаил Алексеев, Александр Васильев, Анатолий Никитин, Юрий Григорьев, Лариса Быренкова, Лолита Чекушкина, Олег Трифонов. Вĕсен кĕввисенче хăйне евĕр çаврăмсем пур.

Тÿрех кам çырнине уйăрса илме пулать. Тепринне вăрланине тÿрех тытма пулать. Анчах та автор прависем ĕçлеменни чăрмантарать. Пултарулăх çыннин хÿтлĕх çукки чуна ыраттарать. Ĕлĕк юрра халăх патне çитериччен ятарлă комиссисенче тишкернĕ, сÿтсе явнă. Халăха юрра юратма вĕрентмелле. Пирĕн ансамбль ку енĕпе ырми-канми тăрăшать. Эпир пĕр вăхăтрах юрăçсем те, воспитательсем те! Çавăнпа хисеплеççĕ те пире.

– Юрий Васильевич, хăвăра пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă вĕрентекенсемпе çыхăну тытатăр-и?

– Çĕрпÿре вĕреннĕ чух Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артистки, юрăç, композитор, пианистка, педагог О.Я.Агакова аталану çулне уçса пычĕ, малалла ăс пухма хавхалантарчĕ. Ăна эпĕ нихăçан та манса каяс çук. Аслă пĕлÿ илнĕ хуласенче тĕрлĕ сăлтавпа пулма тивет. Паллах, хамăн вĕрентекенсемпе те курнăçатăп. Ленинградра, сăмахран, пире çÿллĕ шайри педагогсем ăс панă. Дмитрий Николаевич Ардентовпа халĕ те çывăх. Сивĕ те чунсăр хор кĕвве итлекен патне çитереймест тесе асăрхаттаратчĕ вăл. Мана, ялтан килнĕскере, тĕрĕслесех тăратчĕ: хăш музейра, театрта пулнă, мĕнле авторсене вуланă. Фортепьянопа калама Галина Михайловна Калинина вĕрентрĕ. Пĕррехинче вăл мана: «Юра, эсĕ вылянă пьесăсем халĕ те асрах», – тенĕччĕ. Мĕн пытарасси, 50 çул тултарсан тин хама чăн-чăн профессионал пек туйма пуçларăм. Тепĕр чух талăкра 3 сехет çеç çывăрни те пулнă. Хусанти дирижерсен факультечĕн пай пуçлăхĕ Семен Абрамович Казачков хăй патне куçăмлă майпа вĕренме чĕнетчĕ. «Ылтăн дирижер» пулăн тесе илĕртетчĕ. Манăн шăпа тăван çĕр-шывпа тачă çыхăннă теттĕм. Эпĕ чăвашсене кирлине ăнланса ниçта та каймарăм.

– Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ чăваш юрри-кĕввине тĕнчипе сарать. Хăйĕн мăнаçлăхĕпе, хăвачĕпе, илемĕпе пин-пин çын чун-чĕрине пуянлатать, тĕрлĕ халăх фольклорĕсен мерчен арчине чăваш ахахĕпе тултарать...

– Шухăшăмсене пурнăçа кĕртме мана ансамбль директорĕ О.В.Королькова та пулăшать. Чăвашлăха аталантарас, упраса хăварас тесе пин тĕрлĕ май шыратпăр. Юлашки çулсенче 15 программа хатĕрлерĕмĕр. Итлекен патне 1000 ытла юрă çитертĕмĕр. Чăваш фольклорне çĕнĕлĕхсемпе пуянлатсах тăратпăр. Халăхра анлă сарăлнă юрăсене те, хальхи композиторсен çĕнĕ хайлавĕ-сене те итлекен патне çитермелле. Репертуара тĕрлĕ жанрпа анлăлататпăр. Ансамблĕн стилĕпе формине упраса хăвармалла-çке-ха пирĕн. Пĕр сăмахпа, тĕп тĕл-лев – çынсен чунне юрăпа, ташăпа илемлетесси, пĕр-пĕрне хисеплеме, ăнланма вĕрентесси.

– Эсир çитмен вырăн та юлмарĕ пулĕ. Пÿрне хуçлатсах шутлам: Франци, Итали, Испани, Бельги, Сири, Аслă Британи, Чехословаки, Польша, ГДР,ФРГ, Венгри, Португали, Египет...

– Пире ют çĕр-шывсенче алă çинче йăтса çÿреме хатĕр. Европăра фольклор çине пачах урăхла пăхаççĕ. Вĕсемшĕн тĕрлĕ халăх фольклорĕн асамат кĕперĕ – тĕнче нухрачĕ. Кашнин хăйĕн илемĕ тата çут тĕнче ăнлавĕ. Çавна фольклор уçăмлăн кăтартса парать. Пирĕн пурри ыттисен çук, вĕсен пурри – пирĕн. Пĕр-пĕрин уйрăмлăхне ăша хывса пуянланатпăр та. Сăмахран, Итали кĕввисене итленĕ чух кăкăрти сывлăш та пĕрĕнсе ларать. Вĕсем вара пирĕн юрăсене итлесен, ташăсене, кĕпе-тумтире курсан антăхсах каяççĕ. Эпир вĕсене савăнăç парнелетпĕр, вĕсем – пире. Ют çĕр-шывра пĕр япалана асăрхарăм: концерт хыççăн куракансем яланах чăваш тумне тăхăнса фото ÿкерĕнеççĕ, ыттисен умĕнче киленсе те мăнаçланса утаççĕ. Çакă мар-и сумлăх? Чылай халăх тумĕнче пирĕн тĕрĕçĕсен ÿкерчĕкĕсенчи сăрăсен вылявĕ çук. Çак çĕр çинче эпир чи ватă халăхсенчен пĕри пулнипе мăнаçланатпăр чикĕ леш енче.

– Эсир хăвăр ĕçпе кăмăллă темелле пуль...

– Кăмăллă тенине шурлăхпа танлаштарма пулать. Лайăх-ха тенипе çырлахса ларсан малашлăх çук. Кашни концерт çĕнĕ туйăм, вăйлă хавхалану парнелет. Теприне малтанхинчен те чаплăрах лартас, куракана тата та ытларах тĕлĕнтерес килет. Эпир ялан шыравра. Манăн пĕтĕм пурнăçăм тата юратăвăм – чăн-чăн искусство. Çак çутă туйăм малалла утăм хыççăн утăм тума хистет, чунра хĕрÿ импульс çуратать. Мĕнех калам, эпĕ – телейлĕ чăваш.

– Килекен ăрăва мĕн каласа хавхалантарасшăн эсир?

– Çĕнĕ ăру паянхи искусствăна та ăша хывтăрччĕ, авалхи пуянлăха та тĕпчетĕрччĕ. Фольклор – халăх чунĕ. Вăл кăмăл-туйăма, ăс-тăн капашлăхне, культурăна пĕр кăшăла пуçтарать. Ĕлĕкхисĕр малашлăх çук. Пуласлăх вара, тусăмсем, сирĕн алăра. Унăн тилхепине çирĕп тытăр.

 

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика