Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2005.04.26 Çамрăклăхпа илемлĕх уявĕ. //Хыпар

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ çуркуннен палли пулса тăчĕ темелле. Çамрăк-ха вăл, кăçал тăхăр çул çеç тултарать, çаппах та мухтанмалли, мăнаçланмалли те çук мар.

Шупашкар балет фестивальне çакăн пек чаплă хореографи искусствинче тĕнчипе паллă ăстасем хутшăнма пултарнă. Юкика Ивата (Япони), Бэ Джу Юн (Кăнтăр Корея), фламенко ташăçисем (испании), Пысăк театрăн солисчĕсем - Надежда Павлова, Илзе Лиепа, Марк Перетокин, Морихиро Ивата, Екатерина Шипулина.Мариинка театрĕн Питĕр солисчĕсем - Вячеслав Самодуров, Юлия Михамена, Эгле Шпакайте (Литва), Анна Дорош, Максим Чепик (Украина) тата ыттисем те. Кăçал фестиваль программи те паллă ятсемпе пуян. Вăл ака уиăхĕн 20-мĕшĕнче премьерăпа – Р. Щедринăн «Конек-горбунок" ĕçĕпе уçăлчĕ. П..Ершов сăрмахĕ тăрăх либреттине Борис Мягков çырнă. Балетмейстерĕ те, лартаканĕ те, хореографĕ те вăлах -Раçсей патшалăх премийĕн лауреачĕ, Коми Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Борис Мягков художникĕсем пирĕн - Валентин Федоров тата Галия Юсупова, дирижерĕ - Сергей Вантеев. Тĕп партисене çаксем ташларĕç: хĕр-патша - Раççей тава тивĕçлĕ артистки Елена Лемешевская, Иван - Айдар Хисамутдинов, патша – ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Бдамсамбу Ваярра, «Конек-горбунок» - ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Татьяна Альпидсвская.

Çамрăклăхпа илем, çур-куннепе чĕрĕл уявне уçнă май ЧР Президент Администрацииĕн Пуçлăхĕ - ЧР культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Петр Краснов фестивале хутшăнакансене, куракансене саламларĕ.

- Чăваш Ен тĕп хулинче çулленех йĕркелекен балет уявĕ опера фестивалĕ пекех йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Классика искусствине кăмăллакансемшĕн тĕнче шайлă ăстасемпе тĕл пулни - питĕ пысăк савăнăç, телей. кăçалхи фестиваль те хăйĕн илемĕпе, чĕрĕлĕхĕпе асра юласса шанатăп. ăна ирттерес тĕлĕшпе ЧР Президенчĕ Николай Федоров нумай пулăшать, - терĕ Петр Степанович. Оперăпа балет театрĕн балет труппин пултарулăх ертуçи, чăваш халăх артистки Галина Васильева та, театр директорĕ Вячеслав Фошин та театра, балет искусствине .юратакансене саламларĕç. Театр юмахпа танах. Вăл вара яланах телеилĕ вĕçленеймест пулсан та, асамлăха, телее тупас шанăç пуррине нихăçан та çухалма памасть. Чăваш Енре «ялкăшма" пуçланă Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн те тĕлĕнтермĕшĕ ан çухалтăр, вăл çулленех вăй илсе, çуталса пытăр, çĕнĕ ятсемпе, пысăк ăстасемпе пире, куракансене, савăнтăр. ,нер, фестивалĕн иккĕмĕш кунĕнче, .Раççей халăх артисткин Илзе Лиепан пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Надежда Смирнова,

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика