Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2005.04.26 Çăлтăрсен" çутипе, ăшшипе… //Хыпар

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

Пĕтĕм тĕнчери IХ балет фестивалĕ тин çеç уçăлнă пекчĕ. Акă: тăватă кун питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Эпир вара вулаканăмăрсене унăн пĕрремĕш кунĕпе çеç паллаштарма ĕлкĕртĕмĕр.

 

Иккĕмĕш тĕл пулăва балет искусствине юрата-кансем чăтăмсăррăн кĕтрĕç пулĕ. Ахальтен мар çак каç Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче Раççей халăх артисткин: Наци театрĕн "Ылтăн маска": "Кĕмĕл Турандот" премийĕсен лауреачĕн Илзе Лиепан пултарулăх каçĕ иртрĕ. Шупашкар кураканĕсемшĕн Лиепа ют çын мар темелле: темиçе çул каялла та хутшăннăччĕ вăл асăннă фестивале.
Мĕнех калама пулать чаплă балерина пирки; Вăл питĕ талантлă тата тĕлĕнмелле ташлать тенипех ун пултарулăхне уçса параймăн. Чăн та: ăна пĕлеççĕ: юратаççĕ: сцена çине татах тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Илзе ăста ташăçă çеç мар: драма актриси те: çавăнпа та унăн кашни ĕçĕ асра юлать. Сăмахсăрах ăнланатăн вăл калас: кăтартас тенине.
Çак каç сцена çине унăн ĕçтешĕсем - Раççей тĕп хулинчи Пысăк театрăн тата К.Станиславски-пе Вл. Немирович-Данченко ячĕллĕ музыка театрĕн солисчĕсем: Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕсем Марк Перетокин: Анастасия Яценко: Дмитрий Гуданов: Ян Годовский: Мария Аллаш: Оксана Кузьменко тата Алексей Любимов та тухрĕç.
Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчи программăра вара Л.Минкусăн "Дон Кихот" балечĕ пулчĕ. тĕлĕнмелле: асăннă ĕç тĕнчери паллă та чаплă театрсен сцени çинче çĕр çул ытла пырать: çавах та ку тарана çитиччен вăл балет репертуарне илем кỹрекен ĕç шутланать. Шупашкарта вара "Дон Кихотăн" премьери 1994 çулта пулнă. Мĕнех: балет тусĕсем унпа паллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ теме май пур: çапах та çĕнĕлĕхсемсĕр иртмерĕ фестивалĕн виççĕмĕш каçĕ те. ăна илем кỹрекенсен хушшинче çак ятсене палăртассăм килет% вĕсем - Микки Хаманака (Японии): Нериус Юшка (Литва): Алмаз Ахметзянов (Мускав): Алина Штэйнберг (Хусан) тата ыттисем те.
Яппун хĕрĕ 1996 çулта Токиори балет институтне пĕтернĕ. Вĕреннĕ чухнех классика тата хальхи вăхăтри ташăсен Пĕтĕм тĕнчери II конкурсĕн кĕмĕл медальне тивĕçнĕ. Микки Хаманака хальхи вăхăтра - Литва оперăпа балет наци театрĕн прима-балерини.
Нериус Юшка та çав театртах ĕçлет. Вăл та Пĕтĕм тĕнчери чылай конкурсăн лауреачĕ. Пултарулăх çулĕ ăна хăй вăхăтĕнче Францие: Грецие: Голландие: Дание: Германие: Америкăна: Чехие илсе çитернĕ.
Гала-концерт та "çăлтăрсемпе" пуян пулчĕ. Д.Шостаковичăн "Светлый ручей" балетĕнчи пĕр саманта Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕсем Анастасия Яценко тата Ринат Арифуллин (Пысăк театр): Марлен Дитрих темипе йĕркеленĕ фантазие Пĕтĕм тĕнчери конкур-ссен лауреачĕсем Лола Кочеткова тата Денис Медведев (Пысăк театр) ташларĕç. хамăрăннисем те çухалса каймарĕç чаплă ташăçăсен хушшинче. Раççей тава тивĕçлĕ артистскисем Елена Лемешевская: Ольга Серегина: ЧР тава тивĕçлĕ артисткисем Татьяна Андреева: Татьяна Альпидовская: Айдар Хисамутдинов хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç. Кунашкал фестивальсен усси пурах% пултарулăх шайне ỹстерме пулăшаççех вĕсем. Тен: хамăр таçта инçете тухса çỹреме мехел çитереймесен те ыттисем: чăннипех маттуррисем: хăйсен ĕçепе пысăк ят-сума тивĕçнисем килсе каяççĕ Шупашкара. Çав «çăлтăрсен» ăшши: çути вара пире: куракансене те: çĕнĕ тĕл пулусемччен хавхалану курсе тăрать.
Надежда Смирнова.

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика