Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2005.04.23 Хаçат тусĕсем - хăйсен пĕрремĕш пухăвĕнче //Хыпар

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

 

Тăван хаçатăмăр хăйĕн 100 çулхи юбилейне Паллă тума хатĕрленет. Çавна май пысăк событипе çыхăннă вун-вун мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - хаçатăн общество корреспонденчĕсен пĕрремĕш съезчĕ - иртнĕ эрне кун Пичет çуртĕнче иртрĕ. 130 çын пуçтарăнчĕ. Республикăран çеç мар, Хусанпа Чĕмпĕртен те килсе çитнĕ "Хыпар" тусĕсем.

Пухăва "Хыпар" Издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕ А.П.Леонтьев уçрĕ. Вăл "Хыпар" кипĕпе çывăхланаç тĕлĕшпе инçе çула çывăхлатса килсе çитнĕ тусăмăрсене тав турĕ. Унтан ЧР Президенчĕн Администрацийĕн Ертỹçинее ЧР культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрне П.С.Краснова сăмах пачĕ.
Петр Степанович шухăшĕпе, çак тапхăрта общество корреспонденчĕсемпе çыхăнăва çĕнĕрен йĕркелесе яни питĕ кирлĕ. "Маларах вара, тĕрлĕ сăлтава пула, çапла тума май çукчĕ, - терĕ вăл. - Халĕ пурнăç пĕчĕккĕн йĕркеленсе, хаçат-журналсем те ура çине тăрса пыраççĕ. Çитес сул "Хыпарăн" çĕр çулне паллă тăвăпăр. Уяв мероприятийĕсем Шупашкарта çеç мар, Мускавпа Хусанта, ытти регионта иртĕç. Виçĕм кун акă "Хыпар" никĕслевçин Н.В.Никольскин ĕçĕсен пуххин I томĕн презентацийĕ иртрĕ. Ăна кун çути парас тĕлĕшпе "Хыпарăн" та тỹпи пысăк".
П.С.Краснов хаçатăн ячĕ-сумĕ ỹснипе пĕрлех, унăн тиражĕ татах хушăнса Пынине курас килет терĕ. Хаçатсемпе журналсен гонорар фончĕ пирки шухăшламаллине те палăртрĕ. Общество корреспонденчĕ, тĕрĕссипе укçашăн мар, чунĕ ыйтнипе çырать-ха, çапах хаçатшăн пăшăрханакан çынна хавхалантарма та пĕлмеллех.
Петр Степанович журналсем пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕ. "Капкан", сăмахран, "Хыпар" издательство çуртне панă хыççăн хăйĕн сăн-сăпатне улăштарчĕ, - терĕ. - Вăл содержани енĕпе çеç мар, полиграфи тĕлĕшĕнчен те лайăхланса пырать".
П.Краснов министр çавăн пекех "хыпар" хаçатпа унăн кăларăмĕсен штатра тăман хастар корреспонденчĕсене Р.А. Чепунова, Г.В.Зотовăна Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн хисеп грамотипе наградăларĕ. Йышĕ татах пысăкчĕ, анчах хăшĕсем, уйрăмах Шупашкартан инçе пурăнакансем, пухăва хутшăнаймарĕç.
"Хыпар" Издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕ А.П.Леонтьев обшество корреспонденчĕсем чăннипех хаçатăн элчисем, терĕ. Вĕсене перле пухăнма май туса пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Калаçмалли, сỹтсе явмалли, кирлĕ пулсан, вăл е ку ыйтупа тавлашса илмелли те, пурах.
- "Хыпарпа", ун кăларăмĕсемпе 700 яхăн общество корреспонденчĕ çыхăну тытать. Паян вара чи хастаррисем килсе çитрĕç, - терĕ Алексей Петрович.- Кунта сире чĕнсе илни ахальтен мар. "Хыпарăн" 100 çулхи юбилейĕнче ăсир тата яваплăрах ĕç пурнăçлатăр% вулаканпа хаçат хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе пыратăр. Сирĕн хастарлăхăра çыхăнтару ĕçĕнче те курас килет. "Хыпар" тиражкĕ чакнин сăлтавĕсем паллă пулсан та çакă пире тивĕçтермест. Тепĕр тесен, "Хыпар" издательство çурчĕ пичетлекен мĕн пур кăларăмăн Эрнери тиражĕ 86 пинпе танлашать. Пире акă мĕн канăçсăрлантарать% çамрăк ăру хаçат-журналран писсе пыни. Тен, пур çемье те çырăнса илеймесен ку енĕпе влаç тытăмĕсем пулăшма пултараççех. Шкулсене, библиотекăсене çырăнса парса. Шел те, чылай район ертỹçи ку енĕпе тĕслĕх кăтартасшăнах мар. (А.П.Леонтьев доклачĕн тĕп шухăшĕсемпе "Хыпарăн" акан 22-мĕшĕнчи номерĕнчи "Пирĕн элчĕсем" интервьюра паллашма пулать).
А.П.Леонтьев пичет ĕçне нумай сул активлă хутшăннă, творчествăра ăсталăх кăтартнă общество корреспонденчĕсен пĕр пайне (вĕсен ячĕсене иртнĕ номерте палăртнăччĕ) "Хыпар" издательство çурчĕн тав хучĕпе наградăларĕ. Пирĕн Элчĕсен тепĕр ушкăнĕ вара ЧР журналистсен союзĕн хисеп грамотине тивĕçрĕ. Вĕсемпе ЧР журналистсен союзĕн председателĕ В.П.Комиссаров наградăларĕ.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Н.Архипов пĕлтернĕ тăрăх, "Хыпарпа" унăн кăларăмĕсем ЧНК ĕç-хĕлне туллин çутатаççĕ. Геннадий Николаевич чăваш хаçатĕнче ĕçлекенсене патшалăх енчен май пур таран пулăшасчĕ терĕ. Чăн та, вĕсем çеç пĕтĕм тĕнчипе сапаланнă чăвашсене çыхăнтаракансем, пĕтĕçтерекенсем-çке.
Пухура, паллах, общество корреспонденчĕсене хăйсене те сăмах пачĕç. Николай Ершов (Красноармейски районĕ), Иван Пахомов (Патăрьел районĕ), Илья Михайлов (Çĕрпỹ районĕ), Василий Дедушкин (Хусан), Лидия Сарине, Егор Бурзуй-Василъев (Шупашкар), Игорь Майков (Муркаш районĕ), Галина Зотова (Хĕрлĕ Чутай районĕ), Иван Тенюшев (Шупашкар), Алевтина Тимофеева (Красноармейски районĕ), Елена Алексеева (Чĕмпĕр), Лидия Чернова (Куславкка районĕ) чунне уçса калаçрĕç, "Хыпарпа" унăн кăларăмĕсен ĕç-хĕлне тивĕçлипе хакларĕç, ĕçлĕ сĕнỹсем пачĕç, малашне çакăн пек тĕл пулусем час-часах пуласса шаннине пĕлтерчĕç.
Надежда СМИРНОВА.

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика