Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.01.15 Интервью Р.Н. Григорьевой ко Дню чувашской печати

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

14 января 2010 г., в канун Дня чувашской печати, директор РГУ «Государственный архив печати Чувашской Республики» Р.Н.Григорьева дала интервью журналисту Чувашского национального радио Р.Т. Деменцовой.

 

ЫЙТУ. Чăваш пичечěн кунě çывхарса килет. Чăваш Республикин патшалăх пичет архивěн ěçě-хěлě çак уявпа мĕнле çыхăннă-ши?

ХУРАВ. Палах, питĕ тачă. Мĕншĕн тесен çак уявăн сăлтавĕ чăвашсен пěрремěш «Хыпар» хаçачěпе çыхăннă. Унăн пěрремěш номерě 1906-мĕш çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Хусанта пичетленсе тухнă. Вăл пирĕн патăрта анчах упранса юлнă. Пирěн архивра упранакан ытти документсем те пичет историне, унăн аталанăвне уçса параççě.

 

ЫЙТУ. Пичет архивĕн тĕллевĕ тата унăн ĕçĕ-хĕлĕ мĕнрен тытăнса тăрать?

ХУРАВ. Архивсене тěрěссипех, ăс-тăн пуянлăхě теççě. Чăваш Республикин патшалăх пичет архивě вара чăваш халăхĕн ăс-хакăлне, çырулăхри пуянлăхне упракан учреждени. Унăн кун-çулě вăрăм, вăл 78 çулта. Ун пек учреждени Раççейре те 4 кăна: Мускавра, Ěпхÿре, Хусанта тата Шупашкарта. Тěллевě вара - хамăр республикăра тата унăн тулашěнче Чăваш ен çинчен пичетленнě мěн пур кěнекене, хаçат-журнала, тěрлě пичет материалěсене пěр çěре тирпейлě пухса вěсене шута илесси, пулас ăрусем валли упраса хăварасси. Кунта XVIII ěмěртен пуçласа паянхи кунчченех пичетленнě документсем упранаççě.

 

ЫЙТУ. Сирĕн учреждени пирки чылайăшĕ Кĕнеке палати евĕр пĕлет. Унăн ятне улăштарни сирĕн ĕçĕрте мĕнле палăрчĕ?

ХУРАВ. Тěллевěпе хальхи вăхăтра пурнăçлакан ěç-хěлěн пěлтерěшě малтанхи пекех. Ку енěпе пысăк улшăну пулман тейěттěм. 1931 çултанпа Кěнеке палатине йěркелесен кăна пичет докуменчěсене пĕр çĕре пухасси, шута илесси, упрасси, чăвашлăхра тухнă кěнеке, хаçат-журнал, пěтěмěшле каласан, вěсем çинчен халăха пěлтерсе тăрасси патшалăх пěлтерěшлě ěç пулса тăчě. Кунта информаци потенциалě калăпěшěпе те республикăра чи пысăккисенчен пěри. Чăннипех, мул вěт-ха! 780 пин ытла тĕрлĕрен экземпляр! Вěсен шутěнче – чăвашсен пирвайхи кěнекисем, республика хаçачěсен тулли тěркемěсем. Асăнса та пěтереймěн: «Хыпар», «Красная Чувашия» («Советская Чувашия»), район, колхоз, предприятисемпе организацисен хаçачĕсем, тата терлĕрен журналсем. Вĕсен хушшинче пěрремĕш чăваш журналĕсем: «Ана», «Ěç хěрарăмě», Сунтал». Çак кăларăмсенчен пуçланса кайнă та ĕнтĕ чăваш пичечĕн пуян историйĕ.

 

ЫЙТУ. Тата мěнле хаклă документсем упранаççě?

ХУРАВ. Чăваш патшалăх пичет архивě культурăпа çырулăх управçин ятне тÿрре кăларма тăрăшать. Унăн ылтăн çÿпçинче сайра тěл пулакан кěнекесем 1000-е яхăн. Вěсен шутěнче 1820 çулта чăвашла тухнă «Святой Евангель», 1866 çулхи «Çулталăк кěнеки», чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлевăн пирвайхи букварĕсем, 1836 çулта кун çути курнă В.П. Вишневскин «Начертание правил чувашского языка» кěнеки. Пěрремěш номертен пуçласа паянхи кунчченех чăвашсен пěрремěш хаçачěсем тата журналěсем тирпейлěн упранаççě.

 

ЫЙТУ. Халĕ анчах асăннă пуянлăха пухса йĕркене кĕртес тытăма нумай çул лайăхлатса пынă. Паянхи кун мĕнпе çирĕпленсе тăрать вăл?

ХУРАВ. Кашни кăларама пирĕн пата икшер экземплярпа çитереççĕ. Паянхи куна Чăваш Республикинче 169 хаçат, 50 журнал тухса тăрать, çулсерен 1500 яхăн кĕнеке брошюра, пинĕ-пинĕпе тĕрлĕ плакат, афиша, календарь пичетленет. Вĕсем пурте «Чăваш Республикин документсен тивĕçлĕ экземплярĕ» çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн тĕрлĕрен типографисенчен килсе тăраççĕ. 15-20 çул каялла вĕсен шучĕ 30 çеç пулнă пулсан, халĕ вара 230 патне çывхарать.

 

ЫЙТУ. Миçе çын сирĕн коллективра?

ХУРАВ. Пирěн туслǎ, пěр шухǎшлǎ коллектив пысăках мар. Вăл 15 çынран анчах тăрать. Иртнě вăхăтра ěçленисен ырă йăли-йěркине асра тытса эпир хамăр тÿпене хывма тăрăшатпăр.

 

ЫЙТУ. Çамрăксем сирěн пата ěçлеме пыраççě- и?

ХУРАВ. Пирěн ěçтешсем хушшинче 60 % çамрăк специалист ěçлет. Вěсем пурте аслă пěлÿ илнě çамрǎксем. Калас пулать, çамрăк специалистсем пысăк опытлă ěçтешсенчен тěслěх илсе питě тăрăшса ěçлеççě, çěнě автоматизаци технологийĕсемпе усă курма тăрăшаççě. Пирěн хамăрăн Интернет-сайт, электронлǎ почта пур, кашни ĕçтеш компьютерпа ĕçлет.

 

ЫЙТУ. Сирĕн пата камсем ытларах килсе çÿреççě? Тÿлевлě çăмăллăхсем паратăр–и?

ХУРАВ. Республикăра юлашки 7-8 çул хушшинче район, хула, уйрăм ялсем çинчен, учрежденисем çинчен кěнекесемпе статьясем çырса халăха пěлтерес ěç анлăн сарăлчě. Нумай томлă чăваш энциклопедийě, район энциклопедийěсем, Астăвăм кĕнекисем хатĕрлес ĕç вăйланчĕ. Çак майпа районсенчен, ялсенчен килекен тавра пĕлÿçĕсем, хаçатçăсем, писательсемпе поэтсем, хулари тěпчевçěсем татǎлмаççĕ пирĕн патăртан. Çак пархатарлă ěçре Пичет архивěн ěçченěсем те нумай вăй хучěç. Эпир ĕнтĕ кашни çыннах тараватлă кĕтсе илме тăрăшатпăр. Учрежденисемпе организацисенчен пирěн пата уйрăм çырупа çÿреççě, ытти çынсем вара пирěн материалсемпе паспорт кăтартса усă курма пултараççě. Тÿлевлě çăмăллăхсем пирĕн нумаях мар: библиографи списокĕсем тăвасси, тěрлě информацисемпе консультацисем парасси. Пирěн пуянлăх пур типографисенчен те килекен документсен ятарлă тÿлевсĕр экземплярĕсенчен пуçтарăнать! Мĕнле-ха эпир тÿлевсĕр илнĕ пичет продукцийěшěн тÿллеттерěпĕр халăха?

 

ЫЙТУ. Çапах та сирĕн умăрта чăрмав çуках мар ĕнтĕ? Мĕн хумхантарать сире хальхи вăхăтра?

ХУРАВ. Çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл – пÿлĕмсем çитменни. Пĕртен пĕр управ та çĕр проценчĕпех кĕнеке, хаçат-журналпа тулса ларчĕ. Апла пулсан та фондсемпе туллин усă курас тĕллевпе çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртетпĕр. Телекоммуникаци процесĕсем ĕç тухăçлăхне ÿстерме май параççĕ. Кашни уйăхрах «Чăваш Республикин кĕнеке летопиçне» электронлă майпа хатĕрлетпĕр, электронлă каталог туса пыратпăр, куравсен, указательсен, календарьсен электронлă презетацийĕсене ирттеретпĕр.

Меллě самантпа усă курса професси уявě ячěпе Чăваш Республикинчи пичет тата архив ěçěн пěтěм ветеранěсене, паянхи ěçченěсене, журналистсене, вулакансене, кĕнеке, хаçат-журналсене калăплакансене, питě кирлě ěçе ертсе пыракансене - пурне те чунтан чĕререн саламлатăп. Вěсене Чăваш Республикин ăс-тǎн пуянлăхне, эткерне татах та ÿстерме пысăк вăй-хал, çитěнÿсем, хавхалану сěнетĕп.

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика