Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://culture.cap.ru
"Наше слово" (Пирĕн сăмах)
Çур ĕмĕр иртсе кайрĕ чăваш Улăпĕ, СССР виççĕмĕш космонавчĕ Андриян Григорьевич Николаев тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе. Мĕн пулса иртнĕ -ха 50 çул каялла.
1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕш кунĕнче Совет Союзĕн космонавчĕ тĕнче уçлăхне вĕçни пĕтĕм тĕнчене савăнтарнă. Чăваш çĕршывĕ вара кĕрлесе тăнă, пурте урра! кăшкăрнă, «космос паттăрĕ», «герой» сăмахсем янăранă. Çынсем тÿпенелле чечек çыххисене ывăтнă – Андриян космосра чухнех ăна чечек тыттарасшăн пулнă тейĕн. Çак пысăк савăнăçăн хăйне евĕр уйрăмлăхĕсем те пур. Андриян Николаев çынсенчен кашниех тума пултарайман ĕçе тунă – тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ.
Чăвашсем вара Андриян «пирĕн» пулнишĕн савăннă. Кашни çыннах космоса çĕкленес тесен мĕнлерех йывăрлăхсем тÿсмеллине, мĕнле чăтăмлăх кирлине пĕлмен.
50 çул иртсен, пулса иртнĕ ĕçсем çине вăхăт призми витĕр пăхса 100 ытла космонавт çинчен уйрăмах Андрияна, иккĕмĕш вĕçевре мĕнле йывăрлăхсем тÿсме тивни çинчен пĕлсен, çынсем космонавтсем çине урăхла пăхма тытăннă. Пирĕншĕн Андриян Григорьевич космонавт – герой кăна мар, пурнăç тĕслĕхĕ, малашлăха ун пек пулмашкăн тăрăшнин тĕп теллевĕ пулса тăчĕ. Паян та Шуршăлти Космонавтика музейĕнче шкул ачисем, «Андриян пичче пек пуласчĕ», – тенине час-часах илтме пулать.
Хăшĕсем тренировкăсенчех сывлăха çухатнине, теприсем тĕнче уçлăхне çĕкленсен те вĕçеврен таврăнайманнине курса, санпа е кирек мĕнле çынпа та тĕрлĕрен инкек пулма пултарнине пĕлсе тăрсах, тĕнче уçлăхне вĕçме мĕн тери пысăк хăюлăх кирлине пурин те ăнкармалла. Çакăншăн ĕнтĕ космонавтсене космос паттăрĕсем, час-часах çĕнтерÿçĕсем (покорители космоса) теççĕ. Виççĕмĕш космонавт вара хăйне космос паттăрĕ тенине юратмасчĕ. Çĕнтерÿçĕ тенине пачах сивлетчĕ. Космоса çĕнтерме çук. Çĕнтерÿçĕсене вăл хаяррăн тавăрать. Вăл (космос) ирĕк парсан асăрхануллă хăпарса майĕпен тĕпчемелле», – тесе калатчĕ. Космосра икĕ хут пулнă, унăн иксĕлми никама пăхăнман вăйне туйнă, тивĕçлипе космос паттăрĕ ятне илнĕ чăваш каччи Андриян. Унăн ячĕ пирĕншĕн паянхи куна кăна мар, пулас ăрусемшĕн те, çулсем иртнĕçемĕн те сÿнмест, пачах урăхла, ытларах та ытларах çуталса çÿлерех çĕкленет. Çак хисеплĕ тивĕçе чăваш çыравçисен кĕнекисем, паянхи тата малашне çуралакан сăвă-юрăсем, унăн ячĕллĕ урамсемпе учрежденисем, ăна хисеплесе лартнă палăксем, уйрăмах вăл çуралнă Шуршăлти палăк- масарĕ пурнăçа кĕртсе пынă, пырĕç те.
З. АНТОНОВА,
А. Г. Николаев летчик-космонавтăн Мемориал комплексĕн тĕп управçи.