Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://culture.cap.ru
Паянхи тěнчере хăйсен несěлне упраса хăварма пурнăçри тěп виçě пěлтерěше -тăван çěре, тăван чěлхене тата наци культурине — парăнма мехел çитерекен халăхсен кăна сыхланса юлмалли тата аталанмалли малашлăх шанăçě пур.
Чăваш наци çирěплěхне чăмăртаса пěр тěвве пуçтарса тăракансенчен пěри вăл - Çеçпěл Мишши ячěллě Халăхсен Туслăхě орденлě Чăваш патшалăх çамрăксен театрě. Ăна кашни чăваш мěн пěчěкрен пěлет, вăл чăваш ачисен ăс-хакăл пуянлăхне ÿстерме пулăшать, воспитани ěçěнче пысăк вырăн йышăнать. Театр халăхăмăрăн ăс-хакăлне, литература чěлхине, наци драматургине аталантарас ěçе хывнă тÿпи те пысăк пěлтерěшлě. Паян, çамрăксен театрě никěсленнěренпе 80 çул çитнě май, хăюллăнах калама пулать: тěрлě çулсенче унăн шăпи йывар та кăткăс пулнă пулсан та, вăл интереслě те тулли ÿсěмлě аталаннă, пиçěхнě, çирěпленнě.
80 çул — нумай е сахал? Пěр çын ěмěрěшěн çителěклě, искусствăшăн вара çав тери сахал. Апла пулин те çак хушăра театр коллективě республикăра кăна мар, пěтěм Раççейěпе палăрма, ырă ят илме пултарчě. Çамрăксен театрěн историне, халăх асне яланлăхах кěрсе юлěç ăна пуçарса яракансен ырă та сумлă ячěсем. Вěсен хушшинче Э. Фейертаг, М. Фигнер, В. Кривоносов, В. Романов, А. Харабуга, В. Петров, С. Гонцов, З. Ярдыкова, А. Васильев... Сăвап та тайма пуç вěсене!
Чăваш патшалăх çамрăксен театрě тесенех пирěн куç умне унта вун-вун çул ěçлесе ят-сума тивěçнě Вера Голубева, Раиса Федорова, Валериан Пайгусов, Лидия Красова, Валентина Молодцыгина, Валерий Молодцыгин, Валентина Сурикова, Светлана Савельева, Иван Путяков, Валентина Музыкантова, Раиса Полякова, Василий Павлов тата нумай паллă артистсемпе сцена ěçченěсен сăнарěсем тухса тăраççě. Паян вара вěсен пархатарлă ěçне пултаруллă çамрăксем малалла тытса пыраççě.
Чыс та мухтав сире, театр ěçченěсем! Кулленхи ěçěр малашне те ăнса пытăр, çирěп сывлăх, ырă кун-çул, телей сунатăп сире. Пурне те уяв ячěпе саламлатăп.
Чăваш Республикин Культура,
национальноçсен ěçěсен тата
архив ěçěн министрě В. Ефимов