Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://culture.cap.ru
Юлашки çулсенче шалти туризм — çĕршывăмăрăн аталанса пыракан экономика тытăмĕсенчен пĕри. Ăна вăйлатса пырасси Раççей Федерацийĕн хальхи вăхăтра йĕркеленекен приоритетлă тĕллевĕсен шутне кĕни унăн пĕлтерĕшне тата çĕклет. 2015-2016 çулсенчи хĕл тапхăрĕнче кăна туризм юхăмĕ 10 процент ÿснĕ, çулталăк вĕçленнĕ тĕле, малтан палăртнă тăрăх, ÿсĕм 40 процент патнех кармашма пултарать.
Çак кăтарту патнелле талпăнма Чăваш Ен те хăйĕн тÿпине хывасси халех паллă: Раççейре пуçарнă «Чĕрĕ уроксем» экскурси-вĕренÿ проектне хутшăнакан виçĕ регион йышне кĕнĕ. Тепĕр иккĕшĕ — Хакассипе Свердловск облаçĕсем. Ача-пăча туризмĕн вĕрентÿ сулăмĕллĕ проектне ĕçе кĕртессипе регионсен хушшинчи пĕрремĕш конференцие Чăваш Енре ирттерни çĕршыв ертÿлĕхĕ пирĕн республикăна туризма аталантарма меллĕ хутлăх пек курнипе пĕрлех нумай пулмасть хута кайнă «Чĕрĕ уроксем» кунта чăннипех ăнăçлă кăтартусем парасса шаннипе те çыхăннă.
Асăннă конференци ĕнер К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче уçăлчĕ. Влаç органĕсен, медицина тата вĕренÿ учрежденийĕсен, туроператорсен çыхăнуллă ĕçне йĕркелес, пĕтĕмĕшле стандартсене çирĕплетес, курав объекчĕсемпе кадрсене хатĕрлес тĕллевлĕ мероприятие тĕрлĕ регионран хăнасем йышлă килсе çитрĕç. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
Сумлă делегатсен йышĕнче — РФ Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕн ертÿçин канашçи Нурали Резванов, РФ Правительстви çумĕнчи ача-пăча туризмне аталантарассипе ĕçлекен Координаци канашĕн членĕсем Александр Осауленко тата Татьяна Козловская.
Конференцире Раççей, Чăваш Ен туроператорĕсем, санаторисемпе кану базисен, пансионатсен представителĕсем хутшăннипе ĕçлĕ калаçу-курав иртрĕ. Туризм тытăмĕнче тăрăшакансем делегатсене кăсăклантаракан мĕнпур информаципе тивĕçтерчĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. “Чăваш Енĕн чĕрĕ урокĕсем” программине кĕнĕ объектсем — Чăваш наци музейĕ, Трактор историйĕн, Чăваш тĕррин музейĕсем, Андриян Николаев космонавт Мемориал комплексĕ, Хытă каяшсен полигонĕ — ăсталăх класĕсем ирттерчĕç.
Конференцире Михаил Игнатьев Чăваш Ен хутлăхĕнче мĕн авалтан тĕрлĕ халăх /128 наци, 8 этнос/ представителĕсем туслăн, килĕштерсе пурăннине, вĕсен ĕмĕртен-ĕмĕре упранакан культури туристсене илĕртмелли чăн пуянлăх пулнине, унпа хальхи вăхăтра республикăна инвестицисем илсе килме май пуррине палăртрĕ.
— Нефть, газ çук пирĕн. Телее, маттур, ăслă çынсемпе чăннипех мăнаçланма пултаратпăр. Çавăнпа та туризма аталантарас енĕпе те хальччен усă курман майсене кĕç-вĕç хута ярасса шанатăп. Агротуризмах илер. Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илетпĕр пулсан унпа мĕншĕн хăнасене сăйлас мар? Хамăрăн предприятисем валли хушма тупăш-çке. Шкул ачисен тавракурăмне анлăлатма май паракан объектсем те сахал мар, — палăртрĕ Михаил Васильевич.
“Чĕрĕ уроксем” проекта пурнăçа кĕртессипе Чăваш Ен лидер пуласса, хăйĕн тĕслĕхĕпе ытти регионсене явăçтарасса шаннине хăйĕн сăмахĕнче Нурали Резванов палăртрĕ.
Алла Салаева, “Чăваш Ен чĕрĕ урокĕсем” программăн модераторĕ, пурнăçлама пуçăннă проект çитĕнекен ăру представителĕсене чăн-чăн патриот пулма, тĕрлĕ предметпа пĕлĕве тарăнлатма, пулас професси тĕлĕшпе шухăш-ĕмĕте уçăмлатма, тăван халăх пуянлăхне хаклама ырă витĕм кÿрессе çирĕп ĕненет.
Конференцире тĕрлĕ ыйтупа тухса калаçакан чылай пулчĕ. Асăннă мероприятире чи пĕлтерĕшли — “Чĕрĕ уроксем” проекта тата 5 регион хутшăнни: Буряти, Мари Эл, Аçтăрхан тата Киров облаçĕсем, Пермь крайĕ. Вĕсем Раççей Туриндустри союзĕпе ача-пăча туризмне аталантарасси çинчен калакан килĕшĕве алă пусрĕç.
Ирина ПУШКИНА
ХĂНАСЕМ — ПРОЕКТ ÇИНЧЕН
Елена Егорова, Хакас Республикин Туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ:
— Ача-пăча туризмне аталантарассине федераци шайĕнче çĕклени — пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе виçĕ регион ĕçе чи малтан пуçăнтăмăр-тăк пирĕн пĕр-пĕрин ырă опычĕпе паллашмаллах. Паянхи форум — çакăн пуçламăшĕ. Чăвашсемпе хакассене пĕрлештерекенни — эпир тĕрĕк халăхĕсен ушкăнне кĕни те. Эппин, культура пуянлăхĕнче пĕрпеклĕхсем те пурах. Çакă эпир тĕрлĕ ыйтупа пĕр чĕлхе тупас шанăç кÿрет.
Дарима ТУГУТОВА, Бурят Республикинчи «Сибирь-тур» операторĕ:
— Ку таранччен Шупашкарта пулма тÿр килменччĕ. Вăл Атăл хĕрринче вырнаçнă хитре хула пулнине вара тахçанах пĕлетĕп. Атăл тенĕрен, ку юханшыв тăрăх çул çÿреме тÿр килнĕ. Чăваш Енре чарăнса тăман пулин те унăн хăйнеевĕр илĕртÿлĕхĕпе çула май киленнĕ. Хитре те лăпкă регион — туризма аталантарма кунашкал хутлăхсем шăпах меллĕ. Чăвашсен фольклорĕ çав тери пуяннине, пултаруллă художник нумаййине пĕлетĕп.
Валерия ШОЛОХОВА, Михаил Шолохов музей-заповедникĕн ертÿçи Ростов облаçĕ:
— Ача-пăча туризмĕпе çыхăннă çĕнĕ проект хăйĕн ырă çимĕçне парасси пирки пĕртте иккĕленместĕп. Акă хамăр пата килекен ачасенех тĕслĕх вырăнне илер. Эпир паллă çыравçă çинчен, унăн хайлавĕсенчи геройсен прототипĕсем çинчен кăсăклă каласа кăтартнă хыççăн вĕсем вăл е ку романа вуласа тухма, музее ашшĕ-амăшне те пĕрле илсе килме сăмах параççĕ. Асăннă проект пысăк çĕршывăн тĕрлĕ регионне пĕтĕçтернипе çав тери паха.
Шупашкарта — пĕрремĕш хут. Тин кăна тенĕ пек пуйăс çинчен антăмăр пулсан та кунта çитиччен мĕн курнипех вăл интереслĕ хула пулнине туйрăмăр.
Источник: Газета "Хыпар"