ВУТ ЧĔРЕЛЛĔ ЭПИР, ÇАМРĂКСЕМ!
Мамăк пек пĕлĕтрен ăсталасчĕ пусма
Çĕкленсе сар хĕвелĕ таран,
Унăн çут шевлинчен ылтăн чĕнтĕр çыхма
Ĕмĕтленнĕ эп мĕн ачаран.
Чĕкеçпе туслашса кĕмĕл пĕлĕт ăшне
Ман чăмасчĕ никам куриччен.
Çамрăк чунăм юрланă, ташланă чухне
Питĕ тăвăр мана çĕр çинче.
Икĕ аллăм _ çунат, чĕремре _ шĕл кăвар...
Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем, ĕмĕтсем!
Ан кала эс мана: «Пурнасси _ вăйă мар!»
Вут чĕреллĕ эпир, çамрăксем!!!
ÇĂЛТĂР КĂВАЙЧĔ
Тĕлкĕшет кăвайтăм... Шур сухаллă тĕтĕм
Лăп çилпе йÿçеккĕн тĕтĕрсе илет...
Çичĕ тинĕс урлă сан пата эп килтĕм _
Чунăм, вĕлт чĕкеç пек, ытамна вĕçет!
Çăлтăрсем тухаççĕ_ пĕрре, иккĕ, виççĕ!
Çăлтăрсем тухаççĕ пинĕ-пинĕпе...
Ик хăлхаллă уйăх яш ача пек çиçĕ,
Ярăнать мăнаçлăн пĕлĕт хĕррипе.
Шурă тутăра эп кăвакпа пĕветрĕм _
Эс сенкер тÿпешĕн çуннине пĕлсе.
Шăпчăкран ун çепĕç юррине вĕрентĕм _
Ир те, каç та кĕтрĕм эсĕ илтесле.
Эс вара пĕр вĕçĕм тÿпене сăнарăн,
Юратуллăн пăхрăн çăлтăр ташшине.
Тĕлкĕшет кăвайтăм, тĕлкĕшет, мăнтарăн,
Тен, ăнланчĕ чунăм саншăн йĕнине...
СĂМАХ КĂНА
Таптарĕç. Кÿрентерчĕç. Çапса хуçрĕç
Мăн кăмăллă та сивĕ сăмахсем.
«Сăмах кăна вĕт!» _ ал сулса калаçрĕç
Айван ăс-пуçлă çăмăлттай çынсем.
Куçăм хуралчĕ манăн пĕр самант.
Вĕри куççулĕ питĕме çунтарчĕ.
Чечекленме пуçланăччĕ турат _
Сив çил лăска-лăска асаплантарчĕ...
КĂВАК КУÇСЕМ...
Çур кунĕ пек таса, кăвак куçсем _
Тен, тĕлĕкре тĕлленнĕ-ши мана;..
Хĕвеллĕн çиçекен астармăшсем,
Эп вĕсенче куратăп Сан сăнна...
Çурхи тÿпе ташлать çав куçсенче:
Ытла ачаш, асамлă-çке ытла...
Вĕсен илемĕнче путать тĕнче _
Пăхаççĕ лăпкăн, пĕчĕк ачалла.
Хула таçта васкать, чупать, шавлать _
Вăл вăхăта пĕр шелсĕр хăвалать...
Сасартăк эп тĕл пултăм вĕсене _
Сенкер тÿпе пек тăрă куçсене!
Никам та çук халь маншăн тĕнчере.
Тĕнче те маншăн кăн-кăвак куçсем...
Эп вĕсемпе аташнă тĕлĕкре _
Халь пурнăçа кĕреççĕ тĕлĕксем.
ÇУРКУННЕ
Ак каллех çуркунне... Ак каллех...
Çĕнĕ пурнăç пуçланĕ тинех!
Çĕнĕлле савса пăхĕç куçсем...
Ан хурлан-ха, анне, эп паян
Кимĕсем ăсталатăп хутран.
Тен, пĕлет пĕчĕк кимĕ çулне
Вĕçсĕр-хĕрсĕр телей тĕнчине;..
Шыв юххи юррине шăрçалать _
Ман кимме инçете хăвалать.
Ак каллех çуркунне... ак каллех!
Манăн кимĕ çулне тупатех!