Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://culture.cap.ru
ЧĂВАШ ЧĔЛХИ
Лбов юлташа хисеплесе
Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи.
Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ —
Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи!
Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,
Миçе çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса...
Ҫапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,
Халь те пулин çивĕч, кăвартан таса.
Йăвăр асапран та, тимĕр сăнчăртан та
Эсĕ парăнмасăр хăтăлтăн пулсан, —
Пулас пурнăçра та çивĕчпе хăватлăх
Ют чĕлхесенчен те кая пулмĕ сан.
Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!
Иртнĕ хурлăхушăн çитĕ ырлăху:
Хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм,
Вĕри вутлă çулăм эсĕ пулăн ху.
Аслă Атăл урлă, Атăл шывĕ майĕ,
Вăрман витĕр кайĕ мухтавлă яту;
Кĕсле кĕвви саслă янраттарса кайĕ,
Уйăхăн-хĕвелĕн çунĕ хăвату.
Атăл хумĕсенĕн шавланисене те,
Хă[в]на та ÿстернĕ ват Шупашкара,
Ирĕклĕ çĕршывăн ырă ирĕкне те
Юрă хурса мухтăн асăнса вара.
Сана шанаканĕ, çакна çыраканĕ
Çĕр айĕнче выртĕ тăлăххăн ун чух,
Хăй çийĕнчи çĕрĕ ăна пусса анĕ,
Сан чапна курмашкăн тăма пулас сук...
Ун çинче чăвашăн чĕлхи чапĕ пулĕ,
Тăпри çинче янрĕ ирĕклĕх юрри, —
Вара вилнĕскерĕ канлĕ-канлĕ выртĕ,
Канлĕ, çăмăл пулĕ çийĕнчи тăпри.
1920 ç. чÿк
Шупашкар