Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://culture.cap.ru
«ИНÇЕ ÇИНÇЕ УЙРА УЯР…»
Инçе çинçе уйра уяр
Карталанса чăлтăртатать,
Енчен енне çупса чупать...
Çук, уяр мар — çут уйра мар —
Ман çамрăк чунлă чĕрере
Хĕвел хĕлхемлĕ хĕлĕхсем
Çитмĕл çич чĕлĕхлĕн янраççĕ...
Ма чун вылять? Е cap хĕре
Курса киленчĕç куçăмсем,
Е пĕлĕтсем чуна саваççĕ?
Çук, çук...
Çĕршывăм чĕрĕлет!
Пĕчик пӳртсемлĕ ялсенче,
Тăван çĕр урлă уйсенче
Çĕн Сывлăш чун уçса вĕрет.
Çĕн Çул, Кун-çул, Çĕн Кун килет,
Çавна кура кĕвĕллĕ чун,
Кĕсле кĕввиллĕ вутлă юн.
Ман чĕрере уяр ури,
Хĕвел ури, хĕвел юрри,
Тăри юрри! Шевле сарри!
Çĕн Сывлăш, вӗр!
Çĕн Сывлăш, вӗр!
Чăваш çĕрне тĕреклĕх кĕрт!
Çĕн Сывлăш, вӗр! Çĕнĕ вăй пар,
Чăваш чĕри пултăр кăвар.
Чĕре, выля, çĕн юрă пар!
Инçе çинçе уйри уяр,
Тымарсенче хĕвеллĕн çун!
Хĕвеллĕн çун, кăварлă юн!
Кăвар чĕрем — пин ҫын чĕри.
Эп пӗр ҫын мар — эп хам пин-пин,
Эп пин чăваш, эп пин-пин ҫын!
Чĕрем юрри — пин ҫын юрри.
1921 ç. утăн 12-мĕшĕ
Евпатори