Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.15 “Каштанкăна”, “Хамелеона” чăвашла вулатпăр ("Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

Кăрлачăн 29-мĕшĕнче вырăс тата тĕнче литературин аслă классикĕ Антон Чехов çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Юбилей пĕр кунпа вĕçленмĕ, çулталăка тăсăлĕ.

Паллă çыравçăн хайлавĕсем чăваш вулаканĕсемшĕн ют мар. 1924 çулта Чăваш кĕнеке издательстви А.Чеховăн паллă калавĕсене, “Горе” тата “Ванька Жуков” кĕнекесемпе тухнисене, тăван чĕлхепе пичетлесе кăларнă. Вĕсем “Ача-пăча кĕнеки” ярăмăн улттăмĕш номерĕнче 3000 экземпляр тиражпа кун çути курнă. Çав çулах “Таркăн” /Беглец/, “Хула хыçĕнче” /За городом/, “Тĕттĕмлĕх пĕтерет” /Темнота/ пичетленсе тухнă. Вĕсене пурне те культурăпа çут ĕç ĕçченĕ М.Петров /Тинехпи/ куçарнă. 1924 çулта “Сунтал” журналăн 6-мĕш номерĕнче писатель-драматургăн “Шăл кăларакан” /Хирургия/ пьеси пичетленнĕ. Ăна С.М.Кузнецов куçарнă. Çавăнтанпа Антон Чехов чăваш вулаканĕсен юратнă çыравçи пулса тăнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Чехов хайлавĕсем И.Мучипе Л.Агакова, В.Алакерпа Н.Пиктемире, ытти çыравçа кăсăклантарнă. Вĕсен пуçарăвне, ăсталăхне пула “Пришибеев унтер” /Унтер Пришибеев/, “Хамелеон”, “Ялти эмелçĕсем” /Деревенские эскулапы/, “Хупăлчари этем” /Человек в футляре/, “Лашалла хушамат” /Лошадиная фамилия/ “Мăнтăрккапа ырханкка” /Толстый и тонкий/ калавсем “чăвашланнă”.

Çыравçăн 80 çулхи юбилейне /1940/ паллă тунă май тата ытти кĕнекине те вулакансем патне çитернĕ. Сăмахран, “Водевильсемпе инсценировкăсем” /Водевили и инсценировки/, “Калавсем” /Рассказы/, “Таркăн” /Беглец/ вулавăшсене пуянлатнă. 1941 çул пуçламăшĕнче “Каштанка” калавĕ тата “Чие сачĕ” /Вишневый сад/ пичетрен тухнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Чăваш кĕнеке издательстви “6-мĕш номерлĕ палата” /Палата /6/, “Калавсем” /Рассказы/ кĕнекесене 5000 экземплярпа кăларма май çитернĕ.

Вăрçă хыççăн А.Чехов произведенийĕсене Хв. Уяр, Уйăп Мишши, Г.Ефимов, А.Артемьев, С.Лашман, ыттисем куçарни паллă.

Хальхи вăхăтра паллă çыравçăн пысăк хайлавĕсене пурне те чăвашла вулама май пур. Чăваш Республикин пичет архивĕнче А.Чеховăн 19 кĕнеки /унта 60 ытла калав тата пьеса/ упранать.

 

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика