Салтак юррисем (Рекрутские песни)
1. Рекрутские песни верховых чувашей
ПИЛЕШ ПĂХМА, АЙ, ПИТ ХИТРЕ
Пилеш пăхма, ай, пит хитре,
Çиме тăрсан, ай, пит йÿçĕ,
Салтак ячĕ, ай, пит лайăх,
Кайма тăрсан, ай, пит йывăр.
Вăрман енчен пĕлĕт килет,
Мĕн çумалли пур-ши ĕнтĕ?
Пире анне, ай, çуратнă,
Мĕн курмалли пур-ши ĕнтĕ?
Кукри-макри, ай, шыв кукри,
Мĕнле утса, ай, каçам-ши?
Йĕри-тавра тăван кукри,
Епле уйрăлса, ай, каям-ши?
Пирĕн пилеш, ай, пĕр кутран,
Мĕнле касса, ай, ярам-ши?
Йĕри-тавра пĕлĕш-тантăш,
Мĕнле тухса, ай, каям-ши?
Ансăр çырма, ай, урлăшне
Сиксе каçса, ай, полмарĕ.
Çакă салтак, ай, ятĕнчен
Тăрса йолса, ай, полмарĕ.
Çитсă кĕпе, ай, çĕлетрĕм,
Ма чăтăмсăр, ай, полчĕ-ши?
Яштак пĕвĕм, ай, ÿстертĕм,
Ма телейсĕр, ай, полчĕ-ши?
Вотă çонсан, ай, мĕн йолать?
Ним йолми те, ай, кĕл йолать.
Эпир кайсан, ай, мĕн йолать?
Вонçич çолхи, ай, хĕр йолать.
ПИЛЕШ ÇЫРЛИ ХĚРЛĔ ТЕСЕ…
Пилеш çырли хĕрлĕ тесе,
Юратса çиекен никам та çук.
Салтак ячĕ савăк тесе,
Савăнса каякан никам та çук.
Акăш килет, ай, ушкăнпа,
Сĕлĕ сапса чарияс çук.
Пирĕн каяс кунсем çитсен,
Ылтăн парса чарияс çук.
Турăпа патша, ай, аллинче
Симĕс-кăвак, ай, утсем пур.
Симĕс-кăвак, ай, ут çинче
Эпир курас, ай, нуша пур.
ÇАМРĂК САЛТАК ЙОРĂ ЙОРЛАТЬ
Çамрăк салтак йор(ă) йорлать,
Çамрăк салтак йор(ă) йорлать,
Виç çоллăх салтака йолас по(ла)ть,
Макра-макра йор(ă) йорлать.
Ватă салтак йор йорлать,
Ватă салтак йор йорлать,
Ман ĕмĕрлĕх каяс п(ул)ать
Коли чонăм хорланать.
Çÿçе холли çатрашки,
Çÿçе холли çатрашки,
Ни çатана йорамаç,
Ни лапăма йорамаç.
Ай-яй, поçăм, çамрăк поç,
Ай-яй, поçăм, çамрăк поç,
Ни яш çынна йорамаç,
Ни ват çынна йорамаç.
ХОРĂН ТĂРРИ, АЙ, ХУМХАНАТЬ
Хорăн тăрри, ай, хумханать
Çулçисене, ай, тăкнăшăн.
Манăн савни, ай, хорланать
Çын аллине, ай, йолнăшăн.
Савни, мана корас килсен,
Мăн çол çине, ай, тохса тăр.
Мăн çол çинче корăнмасан,
Куçна хопса аллуна сол.
Вăш-вăш вĕçет шорă тотăр
Эп вĕçтернĕ, ай, майĕпе.
Тăван-пĕтен, сывă полăр,
Вăхăт çитрĕ, ай, майĕпен.
ЭП КАЯП ВĚТ…
Эп каяп вĕт, эп каяп вĕт,
Ман шор кĕпе йолать вĕт.
Шор кĕпене кам тăхăнĕ,
Ман апия кам пăхĕ?
Апай, мана ăсатса яр
Кил хошшинчен тохиччен.
Кил хошшинчен тохсассăн,
Шор тотруна солса йол.
П(а)рохот çине лараттăмч(ĕ) те
Атăл çинче çÿреттĕмч(ĕ).
Кайсан, каялла килеттĕмч(ĕ),
Тăвансене кураттăмч(ĕ).
Сĕтрен турăх тăвас чухне,
Сĕтрен упрат тăваççĕ.
Хĕртен арăм тăвас чухне,
Хĕртен салтак тăваççĕ.
Çăка симĕс, ай, çулçине
Епле йăтса ларать-ши?
Салтак симĕс, ай, шинельне
Епле т(ă)хăнса çÿрес-ши?
2. Рекрутские песни средненизовых чувашей
ЧУПРĂМ ТА АНТĂМ ÇЫРМАНА
Чупрăм та антăм çырмана, çырмана та
Кăвак хут укçа пуçтарма, пуçтарма.
Кăвак хут укçа пичетсĕр, пичетсĕр те
Ман çамрăк пуç телейсĕр, телейсĕр.
Ой-йа-ра, ой-йа, ай-йа, рай-йа, ох!
Ой-йа, рай-йа, ой-йа, рай-йа.
Шăпăр та шăпăр çăмăр çăвать, çăмăр çăвать,
Çĕн кĕлет пуçне йĕпетет, йĕпетет.
Çĕн кĕлет пуçне çил типтет, çил типтет,
Ман куççульне хĕр типтет, хĕр типтет.
Ой-йа-ра, ой-йа, ай-йа, рай-йа, ох!
Ой-йа, рай-йа, ой-йа, рай-йа.
Шурă та чăланта шур часси, шур часси,
Çапас та вăхăт çитрĕ пуль, çитрĕ пуль.
Сирĕн те тăвансем, юлташсем, юлташсем,
Уйрăлас вăхăт çитрĕ пуль, çитрĕ пуль.
Ой-йа-ра, ой-йа, ай-йа, рай-йа, ох!
Ой-йа, рай-йа, ой-йа, рай-йа.
Пирĕн те, çамрăксен, мĕн усси, мĕн усси,
Раççей те çарне каймасан, каймасан?
Йĕри те тавра сар хĕрсем, сар хĕрсем,
Епле те уйрăлса каям-ши, каям-ши?
3. Рекрутские песни низовых чувашей
КАЯТЬ ХУР КАЙĂК КАРТИПЕ
Каять хур кайăк картипе, ах, картипе,
Кайри – мала ан тейĕр, ан тейĕр,
Кайри – мала ан тейĕр, ан тейĕр.
Эпирех кунтан кайсассăн, ах, кайсассăн,
Кайни паха ан тейĕр, ан тейĕр,
Кайни паха ан тейĕр, ан тейĕр.
Алăкран тухрăм, тайăлтăм, ах, тайăлтăм,
Аттепеле аннерен уйрăлтăм, уйрăлтăм,
Аттепеле аннерен уйрăлтăм, уйрăлтăм.
Уй хапхинчен тухрăм, тайăлтăм, ах, тайăлтăм,
Ял-йышсенчен уйрăлтăм, уйрăлтăм,
Ял-йышсенчен уйрăлтăм, уйрăлтăм.
Утса тухрăм, тайăлтăм, ах, тайăлтăм,
Çĕртен-шывран уйрăлтăм, уйрăлтăм,
Çĕртен-шывран уйрăлтăм, уйрăлтăм.
Атте хапхи вырăсла, ах, вырăсла,
Епле тухса каям-ши, каям-ши,
Епле тухса каям-ши, каям-ши?
Вăрçăях хапхи – вăй хапхи, ах, вăй хапхи,
Епле пырса кĕрем-ши, кĕрем-ши,
Епле пырса кĕрем-ши, кĕрем-ши?
(24). ĂСАТĂР ХАМĂР ÇĔРТЕН-ШЫВРАН
Эх, ăсатăр тыванăсем, ай, ăсаятăр
Ырă та хамăр(ы) çĕр(ĕн)тен-
Шыв(ă)ран тухиччен.
Эх, хамăр çĕртен-шывран, ай, тухиччен,
Ырă та ăнăм(ы) та çук,
Аннеçĕм, тăвансем пур.
Эх, хамăр çĕртен-шывран, ай, тухса кайисан,
Ырă та ăнăм-ы та пур,
Аннеçĕм, тăвансем çук.
4. Песни сирот
АННЕ МАНА ÇУРАТСАНАХ…
Анне мана çуратсанах
Хĕр çуралчĕ терĕ-ши?
Ÿссе çитсен, ÿссе çитсен,
Нуша курма тухса кайтăр терĕ-ши?
Анне, апат çима ларсан,
Кашăк çитмес терĕн-и?
Эп çуралсан, эп çуралсан
Ÿс, терĕн, пурнăç çитмес терĕн-и?
Кайăп ĕнтĕ, кайăп ĕнтĕ,
Кайсан, кураймас ĕнтĕ.
Инçе çула, инçе çула
Çывăх туса килсе кураймас ĕнтĕ.
Анне, мана ăсатса яр
Хăмла пахчи çумĕпе.
Хăмли пулĕ çияканĕ
Кам пĕлĕ - куççуль тухĕ, ас(а) илĕ.
Сĕм-сĕм вăрман, Сурăм вăрман,
Ик айккипе сар чечек.
Килте ырă, килте ырă
Курманнине çич ютра ыр курас çук.