Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2005.04.08 Татьянăсем Татиана чиркĕвĕ çинчен //Çамрăксен хаçачĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

Эпир паян хамăр тĕпеле Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тĕрлĕ факультечĕнче вĕренекен Таньăсене чĕнтĕмĕр. Маларах çапах та ЧППУра чăваш чĕлхи кафедрине ертсе пы-ракан филологи ăслăлăхĕсен кандидатне Татьяна Витальевна Денисовăна сăмах парар.

-Юлашки вăхăтра çамрăксен кăмăл-сипечĕ хавшани пирки нумай калаçаççĕ, çавăнпа тĕн вĕрентĕвĕнчи "çынна ырă ту", "хăвна йĕркеллĕ тыт" тата ытти халал паянхи куншăн питĕ те çивĕч. Мĕн пур студента сыхлакан, пулăшакан Çветтуй Татиана чиркĕвне тĕп хулара уçни çак ыйтăва татса парас ĕçре пĕлтерĕшли куç кĕретех. Çак храма студентсем валли ятарласа тунине те каласа хăвармалла. ăна хăвăртрах хута ярас тĕллевпе пирĕн факультет студенчĕсем те сахал мар тăрăшрĕç. Чăваш филологийĕн факультечĕн студентсем храм таврашне тирпей-илем кĕртме хут-шăнчĕç.

Таня Денисова, Комсомольски районĕ, Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕ:

 Хам Таня ятлă пулнăран Татиана ячĕпе хисепленекен чиркỹ туни питĕ савăнтарать. Паллах, унта ăна хута ярсан чи малтан пыракан пулăп, чиркĕве час-часах çỹреместĕп пулин те. Ман шутпа, чиркỹ кам ячĕ-е хисепленни пĕлтерĕшлех те мар, чи кирли - хула сăн-сăпачĕ улшăнни, çынсем Турă патне туртăнни тесе шутлатăп. Татьяна Федотова, Красноармейски сали, - Троллейбуспа иртсе çуренĕ вăхăтра яланах çак варăна тимлĕн тинкеретĕп, акă, ман ятпа çĕкленекен капмар çуртăн стенисем çỹлелле кармашаççĕ, акă, пирвайхи купола вырнаçтар-а, акă, чан çакмалли выран... Хăш-пĕр студент экзамен умĕн чиркĕве çурта лартма çỹрет. Пурин те сессие лайăх паллăсемпе вĕçлес килет. Никамăн та стипендисĕр юлас килмест. Вăл вăхăтра эпир Турăра çăлăнăç шыратпăр, пулăшу кĕтетпĕр. Татиана чиркĕвĕ студентсен çылăхне каçарттармалли тĕп вырăн пулĕ тетĕп. Эпĕ çуралса ỹснĕ краснсармейски тăрăхĕнче ку таранччен те Тура çурчĕ пулман, çавна пула эпĕ чиркĕве çỹремен. Тунмастăп, хамăн ĕмĕрĕмре икĕ хутчен пулнă унта. Тĕне кĕртнĕ чухне тата юлташăн туйĕнче.

Татьяна Федорова, чăваш филологийĕн факультечĕн 3 курc студентки:

- Татиана чиркĕвĕ çĕкленнĕшĕн савăнатăп та, хăпартланатăп та. Валя, Марина, Наташа ячĕсемпе мар, шăпах ман ятпа çĕкленет-çке Çветтуй çурт. Çак асамлă вырăнта час-часах пулатăп. Унăн никĕс чулне хывнă вăхăтра та Таня ятлă хĕр тусăмпа унта пулнăччĕ, ăна тума пулăшас тесе укçа та уйăрнăччĕ. Çак чиркỹ кирле. Унта, паллах, Татьянăсем, студентсем кăна мар, нумай-нумай çамрăк çỹрĕ.

Татьяна Ефимова, Шупашкар хули:

- Эпĕ шурă Шупашкарта пурăннипе мухтанатăп. Хуламăр сулсерен мар, кунсерен илемленсе пырать. Храмсем малтанхи чиперлĕхне тавăрчĕç. Татианăсен чиркĕвне хуламăрта çĕклени маншăн пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ ăнланнă тарăх, вăл Чăваш Ен студенчĕсене пĕр тĕвве çыхакан тĕп вырăн пулса тăма тивĕç. Çавăн пекех çамрăксене ĕненỹ (таса ĕненỹ çинчен пырать сăмах) çулĕ çине тухмашкăн та Татиана чиркĕвĕ пулăшĕ.

Татьяна Яковлева, вырăс филологийĕн факультечĕн 5 курс студентки:

Эпĕ Çветтуй Татиана кунĕнче кăрлачăн 25 - мĕшĕнче çуралнă. Çавăнпа та çак асамлă çурта туса пĕтерессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Шел, вăраха тăсăлчĕ вăл. Эпир студент пулсан та пулăшас тесе укçа-тенкĕ пуçтартăмăр. Хулăн кĕсьеллĕ куккасен ырăрах, пысăк чĕреллĕрех пуласчĕ. Шупашкарта та пуянсем çителĕклех пек туйăнать. Татьяна Сорокина, Елчĕк районĕ, Елчĕк ялĕ, - Çын ĕненỹсĕр пурăнаймастех. Таса выранта этем чун-чĕрине тасатать. Сан ятупа хисепленекен вырăн, кирек мĕн калăр та, чи паха, чи сăваплă вырăн. Маншăн, иккĕленместĕп, Татиана чиркĕвĕ вĕçĕмсĕр хăй патне туртакан вырăн пулĕ. Студент вăл Турра ĕненет-и е çук-и - йывăр самантра çавах Çỹлти вăйран пулăшу ыйтать, çăлăнăç кĕтет.

Татьяна Андреева, 5 курс студентки:

- Эпĕ Вăрнар хĕрачи, Çветтуй Татиана чиркĕвĕнчен аякрах мар вырнаçнă ЧППу общежитийĕнче пурăнатăп. Пытармастăп, эпĕ час-часах чиркĕве çỹретĕп. Шупашкарти чи илемлĕ вырăнта та - Гузовскии вăрманçă лартса хăварнă юманлăх хуттинче - студентсен Тасалăх çурчĕ çĕкленнине ыр-латăп. Эпĕ унăн никĕсне хывма хутшăнайманшăн халĕ те кулянатăп.

Калаçăва вĕçленĕ май чăваш жкурналистикинче ырми-канми тăрăшакан Татьяна Васильевна Ильинана, «Хыпар» издательство çурчĕн яваплă секретарьне сăмах парар-ха. 100 çуп тултаракан халăх хаçатĕнче 30 çул ĕçлекен калем ăсти хаçат валли сăн укерессине сиссен тутăр çыхрĕ:

- Турă саккунĕ хĕрарăма сăпайлă пулма хушать, таса вырăна пирĕн тутăр çыхса кĕмелле. Ку чиркĕве хамăн тесе шутлатăп. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров XXI ĕмер пуçламăшĕнче Пичет çуртĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен жкурналисчĕсемпе ирттернĕ пресс-конференцире Шупашкарти Çурçĕр хĕвел анăç районĕнче Татиана ячĕллĕ храм уçасси çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн чухне пресс-конференцие пухăннă ĕçтешĕмсем ман еннелле карр çаврăнса пăхрĕç. Николай Васильевич та кулса илчĕ. Малтанах ку шухăш пурнăçланасса ĕненменччĕ те. Н.В.Федоров сăмахне çийĕнчех пурнăçа кĕртме пикенчĕ. Пĕлтерĕшлĕ ĕçе пиллемешкĕн II Алексий патриарх та килсе çитрĕ. Çавăн чухне Президент хăйĕн сăмахне çилпе вĕçтерменнине тепĕр хут курса ĕнентĕм. Халĕ Татиана чиркĕвĕ тĕлĕнчен иртмессерен ăшра шутлатăп. "Манăн храм çĕкленет!!!»

Владимир Абрамов.

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика