Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2005.04.23 Саламлатпăр! //Хыпар

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

 

"ХЫПАР" хаçатăн общество корреспонденчĕсен пĕрремĕш съезчĕн хисеплĕ делегачĕсем!

 
 
Паян сирĕншĕн, "Хыпар" хаçатшăн, Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕшĕн те - паллă кун: наци журналистикине пуçарса янă кăларăмăн общество корреспонденчĕсен съезчĕ ĕçлет.
Ватă çын - тăватă çын теççĕ чăвашсем. Çак сăмах "Хыпар" хаçатшăн та вырăнлă, вăл истори тата политика опытне, професси шайĕнчи ят-сумне кура тата хăйĕн обществăри вырăнĕпе, турĕлĕхĕпе, пичетри сăмахăн пысăк ячĕ -сумĕпе пур чăвашшăн та тĕслĕх пулса тăрать.
Çĕр çул хушшинче хаçат ячĕ, политикăри çул-йĕр улшăнса тăнă, анчах вăл пур тапхăрта та чăваш халăхĕшĕн ĕçленĕ, унăн интересĕсене, халăхсен хушшинчи тăнăçлăха хỹтĕленĕ.
"Хыпар" хаçатăн çитĕнĕвĕ нумай чухне сирĕнтен, эсир чунран, тỹрĕ кăмăлпа çырнă статьясенчен килет. Çакна шанса тăратăп: "Хыпарăн" общество корреспонденчĕсен паян иртекен съезчĕ Чăваш Республикинчи, Раççей Федерацийĕнчи халăхсен хушшинчи тăнăçлăха çирĕплетме, хаçат ят-сумне, тиражне ỹстерме, Чăваш Енпе тата унăн тулашĕнче пурăнакан чăвашсемпе ĕçри, культурăри, информаци енĕпе тунă çыхăнусене çирĕплетме пулăшĕ. Сире съезда килнĕ ятпа саламлатăп, тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунатăп!

П. КРАСНОВ,
ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертỹçи,
Чăваш Республикин Культура,
национальноçсен ĕçĕсен, информаци
политикин тата архив ĕçĕн министрĕ.

"Хыпар" хаçатăн хисеплĕ корреспонденчĕсем! Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ сире, "Хыпар" хаçатпа унăн кăларăмĕсен общество корреспонденчĕсен I съезчĕн делегачĕсене, хĕрỹллĕн саламлать!

Çакна палăртма кăмăллă, "Хыпара" яланах çырса тăнипе эсир хаклайми те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туса пыратăр, хаçатсем тематикипе анлă, срдержанийĕпе интереслĕ пулччăр тесе сахал мар вăй хуратăр. Эсир тăрăшнипе хаçат вулакансене çĕнĕ хыпарсене кунран-кун, номертен номере пĕлтерсех тăрать, паянхи çивĕч ыйтусен тулли хуравĕсене парать. Çавăншăн Эсир тав сăмахне тивĕçлĕ .
Журналистсен союзĕ эсир малашне те пичет ĕçне активлăн хутшăнасса, çапла майпа Чăваш Енĕн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма пулăшасса шансах тăрать. Ырă сывлăх, пултарулăхри ỹсĕмлĕх яланах сирĕнпе пулччăр, чăваш хаçачĕн чăн-чăн хыпарçисем!
 
 
Чăваш Республикин Журналистсен
союзĕн председателĕ
В. Комиссаров.

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика